02 февраля 2013 г.
Пĕрле вĕреннĕ тантăшăн çулталăк çурăри хĕрĕ телевизора хăех «çутать», пультпа усă курса каналсене çăмăллăнах куçарать, реклама таврашне куç илми сăнать. Мултьфильм тесен каçсах каять: пĕчĕкскере çак самантра урăх нимĕн те кирлĕ мар тейĕн. Мĕнлине пăхас килнине ача хăех палăртать.
Хальхи вăхăтра, информаципе коммуникаци технологийĕсем пысăк хăвăртлăхпа аталанакан тапхăрта, çакăнтан тĕлĕнме те кирлĕ мар-тăр: XXI ĕмĕрте пурăнатпăр вĕт. Çамрăк ăру вара çĕннине хăвăртах хăнăхать тата алла илет. Ку, паллах, савăнтарать, çапах тепĕр енчен шухăшлаттарать те. Специалистсем юлашки çулсенче Интернетпа телекурав ачасемпе çамрăксене япăх витĕм кÿме пуçланине палăртаççĕ. Телевизор çул çитменскерсемшĕн информаци тĕп çăл куçĕ пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар. Вăл ачасене ашшĕ-амăшĕнчен, учительсенчен те ытларах каласа парать тата кăтартать. Паян тем тĕрлĕ телеканал та пур. Шел, вĕсенчен нумайăшĕ хăйсене халăх ытларах пăхтăр тесе тата рекламăран пысăкрах тупăш илес тĕллевпе мĕн кăна кăтартмасть!
"Мультфильмсенче мĕн хăрушши пултăр вара;" – тейĕ хăшĕ-пĕри. Чăн та, вĕсем пепкене воспитани памалли мелсенчен пĕри шутланаççĕ. Шел, паянхи ăру юратса пăхакан "мультиксем" хаярлăх туйăмĕ çуратакан сценăсемпе тулса ларнă. Психологсем палăртнă тăрăх шăпах юратнă сăнарсем урлă ачасем ырăпа усала уйăрма хăнăхаççĕ, вĕсен тыткаларăшне евĕрлеме тăрăшаççĕ. Ас тăватăп-ха, эпир шкулта вĕреннĕ вăхăтра "Ну, погоди", "Серая шейка", "Каникулы в Простоквашино", "Аленький цветочек" йышши мультфильмсене кăсăклансах пăхаттăмăр, унти ĕç-пуçа тантăшсемпе сÿтсе яваттăмăр.
Аслăраххисене, паллах, мультфильм таврашĕ питех илĕртмест. Вĕсенчен нумайăшĕ шкултан килсен тÿрех телевизор е компьютер умне ларать. Ашшĕ-амăшĕ хытах пăшăрханмасть. Ачи килте вĕт, урамра çапкаланса çÿремест. Ывăлĕ е хĕрĕ телекуравпа мĕн пăхать – нумайăшĕ кăсăкланмасть те. Вĕсем тавра курăма анлăлатма, ăс-тăна пуянлатма пулăшакан кăларăмсене суйласси иккĕлентерет. Тĕрĕссипе, ун пеккисем хальхи вăхăтра сахалрах. Триллер та боевик, шоу та сериал пултăр çамрăк ăрушăн. Нумайăшĕнче – пĕр евĕрлĕрех сценăсем: ултав, пусмăр, савăшу... Чăн та, "Ачасене сывлăха тата аталанăва сиенлекен информацирен сыхласси çинчен" саккунпа килĕшÿллĕн Раççейре телекăларăмсене хăш ÿсĕмрен аслăраххисен пăхма юранине ятарлă паллăпа палăртма пуçларĕç-ха, анчах çул çитменскерсем килĕнче хăйсем çеç чухне ку асăрхаттарусене питех шута илмессĕн туйăнать. Хăш-пĕр психолог палăртнă тăрăх – "сиенлĕ" фильмсен сăнарĕсемпе чылай вăхăт "хутшăнни" çамрăксене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пăсма пултарать.
Паянхи кун пирĕн обществăра агрессиллĕх тăруках ÿссе кайрĕ, çакă массăллă информаци хатĕрĕсенчен те нумай килет. Чуна уçса калас-тăк – федерацин икĕ каналĕсĕр, "Пĕрремĕш" тата "Раççей" каналсемсĕр пуçне, ыттисем, Раççей гражданĕсене, уйрăмах ачасене, кашни кунах майĕпен инвалида çавăраççĕ. Пирĕн хамăрăн тымарсем патне таврăнмалла. Воспитани парас енĕпе нумай ĕçлемелле. Çав шутра хамăрăн йăлана кĕнĕ никĕс çинче патриот воспитанийĕ парас енĕпе те, паллах, малашлăха та ăнтăлмалла. Ун пек чухне телеканалсенче те нумай япала улшăнĕ. Массăллă информаци тĕп хатĕрĕсен хăйсен рейтингне ÿстерессишĕн çеç – реклама вăхăчĕн хакне пысăклатас тĕллевпе – кĕрешмелле мар, аудиторие воспитани витĕмĕ кÿмелле.
Телеканалсем хăйсем тытса пыракан çул-йĕре улăштарас тесен те çак ĕçе туххăмрах пурнăçлаймĕç. Çитĕнекен ăрăва вара кашни кунах воспитани памалла. Тем тесен те, ачисен малашлăхĕ мĕнле пуласси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет, çавăнпа вĕсен ывăл-хĕрне хăйсен ырă тĕслĕх кăтартмалла.