Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл хăрушă ан пултăр

23 августа 2014 г.

 Августăн 18-мĕшĕнче Федерацин Чăваш Республикинчи инспекторĕ Геннадий Федоров Чăваш Республикинчи федераци ĕç тăвакан влаçĕн территори органĕсемпе канашлу ирттернĕ. 2014-2015 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи хутмалли тапхăра тĕплĕн хатĕрленесси пирки ыйту сỹтсе явнă май, Геннадий Федоров хатĕрленỹ ĕçĕсене вăхăтра тата паха тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă. Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков пĕлтернĕ тăрăх, ТЭК тата ЖКХ объекчĕсемпе социаллă сферăри хатĕрленỹ ĕçĕсем сентябрĕн 19-мĕшĕччен вĕçленмелле. Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйту - право йĕркине сыхлакан органсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх системинче право йĕркине пăснине тупса палăртас тата сирсе ярас тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2014 çулхи январĕн 18-мĕшĕнче тунă йышăнăва мĕнле пурнăçланин итогĕсем. Ку ĕçри çитĕнỹсемпе çитменлĕхсене палăртнă май, Геннадий Федоров контрольпе тĕрĕслев ĕçне общественноçа анлăн хутшăнтармалли çинчен каланă. Канашлура вĕренỹ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлесси мĕнле пыни çинчен те калаçнă, ку ыйтупа Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политики пайĕн министрĕ Владимир Иванов пĕлтернине итленĕ. Министр сентябрĕн 1-мĕшĕччен пур вĕренỹ заведенийĕ те вĕренекенсене кĕтсе илме хатĕр пулĕ тесе шантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика