Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Валентина Андреева: "Журналистсен пурнăçпа пĕр тан пымалла"

23 августа 2014 г.

Валентина Андреева: "Журналистсен пурнăçпа пĕр тан пымалла"

 Кĕçнерни кун Чăваш Республикин информаци политики тата массăллă коммуникаци министрĕ Валентина Андреева ĕçлĕ çул çỹревпе пирĕн района килнĕ, район администрацийĕнче канашлу ирттернĕ хыççăн, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕн коллективĕпе тĕл пулнă. Валентина Владимировнăпа пĕрле журналистсемпе курса калаçма район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пай ертỹçи Владимир Петьков та килнĕ. Ăшă кăмăллă тĕл пулура министр журналистсем умĕнче тăракан тĕллевсем пирки калаçу пуçарнă. "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат - республикăра лайăххисен шутĕнче, - тенĕ министр. - Анчах та ку лăпланса пурăнмалла тенине пĕлтермест. Сирĕн пурнăçпа тан пымалла, çивĕчрех, пуçаруллăрах пулмалла". Валентина Владимировна çырăнтару ыйтăвне те çĕкленĕ, хальхи лару-тăрура альтернативлă çырăнтару пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă. "Сирĕн халăхпа çывăхрах пулмалла, ял пурнăçне тĕплĕн пĕлсе тăмалла. Çĕр-шыв, республика, район ертỹçисен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен те халăха вăхăтра паллаштармалла. Район хаçачĕ валли çамрăк кадрсем вĕрентсе хатĕрлесси те - çивĕч ыйтусен шутĕнче", - тенĕ министр. "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ Алина Ларшникова коллектив умра тăракан тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе пĕтĕм вăя хурса ĕçлесси пирки шантарса каланă.

С.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика