Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа тĕл пулса калаçнă

23 августа 2014 г.

Юн кун Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. 9 информаци ушкăнĕ ялсенче пулса Информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсемпе - Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕ тата кăçалхи бюджечĕ пĕрремĕш çур çулта мĕнле пурнăçланни çинчен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрлени çинчен - ĕç коллективĕсенче калаçу ирттернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев - Палтиел ял тăрăхĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков тата Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствин лицензипе ирĕк паракан центрĕн пуçлăхĕ Владимир Луговских - полицин Шăмăршăри уйрăмĕнче, ял тăрăхĕнче тата вăтам шкулта, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеев тата Федерацин ветеринарипе фитосанитари службин управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Романов - Пуянкасси ял тăрăхĕнче пулса халăхпа курса калаçнă. Информаци ушкăнĕсем çынсен ыйтăвĕсем çине туллин хуравланă, харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе йышăну йĕркеленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев Палтиелĕнчи вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулнă хыççăн "Мир" тата "Искра" хуçалăхсенчи вырма ĕçĕсемпе паллашнă.

З.ВОЛКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика