Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕсем те инçе мар

23 августа 2014 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи Владимир Никифоров тин çеç Шăмăршăри котельнăйсене пăхса çаврăннă. - 31 котельнăйран 22-ĕшĕ хутмалли сезонахатĕр, - терĕ Владимир Николаевич. - Ыттисенче юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Операторсем çителĕклĕ, пурте тивĕçлĕ пĕлỹ илнĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ котельнăйсем валли саппаслăх 50 кубла метр вутă та хатĕрлесе хунă. Ваттисем: "Саппас - хыçран тапмасть" тенине манма юрамасть. Район администрацийĕ кăçалхи майăн 22-мĕшĕнче ЖКХ тата социаллă сфера объекчĕсене 2014-2015 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăр валли хатĕрлесси çинчен 177-мĕш номерлĕ постановлени кăларнă.Унпа килĕшỹллĕн нормативлă актсем йышăннă тата комиссисен (ĕç ушкăнĕсен) йышне çирĕплетнĕ. Топливăпа энергетика комплексĕн тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсем ĕç планĕ туса хатĕрленĕ. Юсав ĕçĕсем пурте графикпа килĕшỹллĕн пулса пыраççĕ. Хальлĕхе ăшă пыракан сетьсен 87 процентне (5,5 километртан 4,8 километрне), шыв (водопровод) сетьĕсен 85 процентне (55,97 километртан 47,38 километрне) тĕпрен юсанă. Кивелсе çитнĕ 150 метр ăшă сетьĕсемпе 100 метр шыв сетьĕсене çĕннисемпе улăштарнă. Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ 23 çуртра шалти ăшăтакан системăна гидропневматика меслечĕпе çуса тасатнă. Тĕтĕм тухмалли вырăнсене (дымоходсене) тĕпрен юсанă, çуртсен отмосткисене юсас ĕç малалла пырать. Çакă та савăнтарать: нумай хваттерлĕ çуртсене пурне те энергоресурссене тата шыва шута илекен приборсемпе тивĕçтернĕ. Усă курнăшăн укçа нумай тỹлес килмесен, перекетлĕхпе тирпейлĕхшĕн тăрăшма сĕнеççĕ. Район центрĕнче нумай хваттерлĕ çуртсене харпăр-хăй хутса ăшăтасси çине (индивидуальное отопление) куçарас ĕç кал-кал пулса пырать. Çак ĕçе Космовский урамĕнчи 30-мĕш тата 32-мĕш çуртсенче вĕçленĕ ĕнтĕ, халĕ çак урамри 28-мĕш çуртра ĕç пырать. Юбилейная урамри 1-мĕш, 2-мĕш, 4-мĕш çуртсене шыв кĕртни тата канализаципе çыхăнтарни те - пысăк ĕç. Пур ĕç валли те укçа кирлĕ, унсăр нимĕн те тăвăнмасть. Шел те, газпа тата электроэнергипе усă курнăшăн вăхăтра тỹлеме "маннисем" те чылай-ха, çавна пулах укçа та пуçтарăнмасть. Августăн 18-мĕшĕ тĕлне граждансем "Коммунальник" ООО умĕнче çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн 29,1 пин тенкĕ, электричество энергийĕпе усă курнăшăн 516,4 пин тенкĕ парăма кĕнĕ. Укçа-тенкĕ çуккипех предприяти чи кирлĕ ĕçсене (çỹп-çап турттарса тăрассине, тирпей-илем тăвассине) пурнăçланă чух пысăк йывăрлăх тỹсет. Шывпа тата канализаципе усă курнăшăн тỹлеменнисем те пайтах, çỹп-çап турттарнăшăн та укçа парасшăн мар. Паллах, малашне кун пек пурăнма юрамасть, тỹлев ĕçĕнче çирĕп йĕрке пулмалла. 

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика