Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айхи ячĕ манăçмĕ

23 августа 2014 г.

 Август уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăваш халăхĕн сумлă ывăлĕ, тĕнче поэзийĕн мухтавĕ пулса тăнă Геннадий Айхи çуралнăранпа 80 çул çитрĕ. Юбилей мероприятийĕсем çулталăк пуçламăшĕнчех пуçланнă. Сăмахран, августăн 19-28-мĕшĕсенче Наци библиотекинче Геннадий Айхин асăну каçĕсем, "Геннадий Айхин литература картти" курав, çавăн пекех шкул ачисемпе студентсем валли информаци сехечĕсем иртрĕç. Кăçалхи март уйăхĕн 29-30-мĕшĕсенче "ГолосА" поэзи фестивалĕ асăннă вулавăша юратнă поэтăн пултарулăхне кăмăллакансене пуçтарчĕ. Август уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕ пурне те "Айхин литература çул çỹревне" йыхравларĕ. Паллă литератор ячĕпе "Г.Айхин ỹнер тĕнчин хăй евĕрлĕхĕ" Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх практика конференцийĕ йĕркелеме палăртнă. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче сентябрĕн 10-мĕшĕнче иртĕ. Çав кун Наци библиотеки "Г.Айхин нихçан сỹнми çути" куравпа паллаштарĕ. Геннадий Айхи фончĕ (ăна Атнер Хусанкайпа Ева Лисина йĕркеленĕ) "Пурнăç - Кĕнеке" проекта пурнăçа кĕртсе октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче семинар-практикум ирттересшĕн. Çавăн пекех Геннадий Айхин 13 чĕлхепе пичетленнĕ "Мир Сильвии" кĕнекин презентацийĕ пулĕ, Анастасия Новикова художник куравĕ уçăлĕ. Октябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче поэтăн тăван ялĕнчи масарĕнчи вил тăприйĕ çине çитме палăртаççĕ. Кăçалхи сентябрь-декабрь уйăхĕ-сенче Наци библиотекин сайтĕнче "Геннадий Айхин литература картти" виртуаллă куравпа паллашма пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика