Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нимĕçсене те килĕшрĕ

23 августа 2014 г.

Нимĕçсене те килĕшрĕ

 "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ чăннипех илĕртỹллĕ вырăн, унти илем çĕршер те çĕршер çынна хăй патне туртать. Халĕччен такам та пулса курнă кунта. Çак кунсенче вара Германирен килнĕ студентсем те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Парк хăнисем - Веймар, Маргбург, Галле-Витенберг, Бинген-ам-Райн университечĕсен студенчĕсем, Лозанри университет преподавателĕ. Вĕсем Чăваш Ене Пĕтĕм тĕнчери çуллахи "Çут çанталăкпа техногенлă ландшафтсене тĕпчесси" тата "Тюркологи: чăваш культурипе чĕлхи" ятарлă географи шкулĕн программипе килĕшỹллĕн килсе çитнĕ. Программа тăрăх, студентсем "Чăваш вăрманĕ" наци паркне те çитсе курма палăртнă пулнă. Хăнасене паркри патшалăх шайĕнче сыхласа упракан территорисем уйрăмах хытă тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем çак ĕçе мĕнле йĕркелесе пынипе те питĕ тĕплĕн паллашрĕç. Студентсене халăха экологи пĕлĕвĕпе воспитанийĕ парас ыйтусем те кăсăклантарчĕç. Паркра çут çанталăк палăкĕсем те сахал мар. Хăнасем экологи сукмакĕсемпе те хаваспах утса тухрĕç. 

С.ЛАРИОНОВА, "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика