20 августа 2014 г.
Нумаях пулмасть районти полици уйрăмĕнче черетлĕ канашлу ирттертĕмĕр. Унта 2014 çулхи 7 уйăхра туса ирттернĕ оперативлă ĕçсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕмĕр, хăш-пĕр çитменлĕхе асăнса малашнехи тĕллевсене палăртрăмăр. Кăçал 7 уйăхра район территорийĕнче пурĕ 60 преступлени пулса иртнине шута илнĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта - 104). Преступленисен 89,3 процентне уçса панă. Тỹнтерле ĕçсене уйрăммăн илсе пăхсан обществăлла вырăнсенче, çав шутра урамра преступлени тăвасси, саккуна пăсса килте патронсем упрасси ỹснĕ. 2013 çулхи 7 уйăхра çынна юриех йывăр сурансем кỹнĕ, хваттер çаратнă тĕслĕхсем пулманччĕ. Кăçал вара çакнашкал 2-шер факта регистрациленĕ. Çын çине алă çĕклесси, вĕлерессипе хăратасси, ют пурлăха вăрласси, коррупцилле тата экономика преступленийĕсем тăвасси чакнă. Çавăн пекех малтан суд сакки çине ларнă çынсем, ỹсĕр граждансем, ниçта та ĕçлеменнисем тата ушкăнпа каварлашакансем преступлени çулĕ çине тухнă фактсем те сахалтарах пулнă. Статьяра июль уйăхĕнче пулса иртнĕ хăш-пĕр преступленисене асăнса хăварас тетĕп. Кивĕ Чукал арçынни пĕрле пурăнакан хĕрарăма хĕнесе пурăннă, вĕлерессипе хăратнă. Халĕ унăн РФ УКĕн икĕ статйи тăрăх явап тытма тивет. Патирек арçынни те хăйĕн арăмне вĕлерессипе хăратнă. Çак факт пирки, РФ УКĕн 119 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн, уголовлă ĕç пуçарнă. Патăрьел районĕн çынни Палтиелĕнчи участок лесничествин картунĕнчен харăсах виçĕ сурăха вăрласа кайнă. Вăл шашлăк пĕçерме ĕлкĕреймен - "вĕри йĕр" тăрăх пынă полици сотрудникĕсем ăна "кукăр" аллинчен кап! кăна ярса тытнă. Ун пирки, РФ УКĕн 158 статйин 2-мĕш пайĕн "б", "в" пункчĕсене тĕпе хурса, уголовлă ĕç пуçланă. Райцентрта пурăнакан арçыннăн мăкăнь ỹстерсе наркотик хатĕрленĕшĕн, Шăмăршă водителĕн авари вырăнĕнчен тарса кайнăшăн ответ тытмалла пулать. Саккун йĕркисем - çирĕп. Вĕсене кашнийĕн пăхăнса пурăнмалла.
С.АГЕЕВ, полицин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.