20 августа 2014 г.
Ăна пирĕн пысăк мар коллектив яланах хапăл туса кĕтсе илет. Енчен те Галина Николаевна редакцие чылай вăхăт килмесен пăшăрханма та пуçлатпăр: чирлемен-ши пирĕн хастар обществăлла корреспондентăмăр? Çук иккен: тепĕр кун вăл пирĕн пата ăшă кулăпа, ырă кăмăлпа пырса кĕрет те, вĕр- çĕнĕ очеркпа е тĕрленчĕкпе савăнтарса хăварать. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсемпе çамрăк учительсем çинчен интереслĕ те чуна хумхантармалла çырать Галина Николаевна. Шкул пурнăçне, учительсен ĕçĕнчи йывăрлăхсемпе татса паман ыйтусене тĕплĕн пĕлет вăл, çĕнĕлле ĕçлекен вĕрентекенсен паха опытне асăрхаса ыттисене пĕлтерме тăрăшать. Г.Н.Иванова кỹршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăтам пĕлỹ илсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне кайса кĕнĕ, вырăс филологийĕн уйрăмĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Пĕр хушă тăван ялĕнчи шкулта ĕçленĕ хыççăн Галина Николаевна 1981 çулта Шăмăршă районне куçса килнĕ. Пуянкасси шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă.Сахал вăхăт мар - вунă çул хушши такăрлатнă шкул сукмакне. Ĕçре ырă ята тивĕçнĕ, ачасен юратнă учителĕ пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ хăй вĕрентнĕ çынсем, халĕ темле пысăк вырăнта ĕçлесен те, ăна çуралнă кунпа е уяв ячĕпе саламлама манмаççĕ. Хастар педагога районта та асăрхаççĕ: çут ĕç пайне методист пулма йыхравлаççĕ. Методика кабинечĕн ертỹçинче те 13 çул ывăнма пĕлмесĕр тăрăшать, районти учительсене вĕрентĕвĕн çĕнĕ меслечĕсене алла илме, уроксене интереслĕ те усăллă ирттерме пулăшать. Районти çут ĕç пайĕнче пурĕ çирĕм çул вăй хучĕ Г.Н.Иванова. Хăй хыççăн ырă ят хăварчĕ. Пушă вăхăтра литературăри талантне туптама та ĕлкĕрчĕ: сăвă хыççăн сăвă - чăвашла та, вырăсла та - шăрçаларĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра çутă курчĕ. Г.Н.Иванова кăçал Шупашкарта "Ыр кун сире, ĕçтешĕмсем, туссем..." кĕнеке кăларса вулакансене савăнтарчĕ. "Ыр кун сире, ĕçтешĕмсем, туссем, Ăнса çеç пыччăр ĕçĕрсем! Умрах тăратăр ăшă сăн-питпе, Васкатăр урока ирпе. Эп пулăп сирĕнпе ялан пĕрле, Эсир çаплах ман чĕрере", - çырать сăвăç чунтан хавхаланса. Кĕнекери ытти сăвăсене те çăмăл та илемлĕ чĕлхепе çырнă, вĕсем вулакан асĕнче юлаççĕ. Çак кунсенче Г.Иванова хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Менельник ячĕпе ăшшăн саламланă май, хамăрăн пултаруллă обществăлла корреспондента çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Килсех çỹрĕр, çырсах тăрăр, хисеплĕ ĕçтешĕмĕр!
И.АНАТКАС.