Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш ачи нанороботпа туслашĕ-и?

27 августа 2014 г.

 "Тĕнче аналитикĕсемпе футурологĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - 2020 çулсенче медиксем этем тĕртĕмне пулăшмашкăн юна наноробот яраççĕ, 2030 çулсен вĕçĕнче çын ăс-тăнĕн резерв копине хатĕрлеме тытăнаççĕ. Пуласлăхра компьютерпа мар, виртуаллă тĕнчен çĕнĕ йышши хатĕрĕпе усă курма тытăнăпăр... Тепĕр 50 çултан этемлĕхе мĕн кĕтет? Çакăн 5 процентне кăна пĕлетпĕр эпир. Пачах урăхла шухăшлакан çын кăна тĕнчене капаш улшăнусем кĕртĕ. Нанотехнологи ĕмĕрĕнчи тĕп пĕлỹ математикăпа тỹрремĕнех çыхăннă, анчах гуманитарие шута хума пăрахмаллине пĕлтермест ку",- палăртнă ЧР вĕренỹ министрĕ Владимир Иванов республикăри педагогика ĕçченĕсен конференцийĕнче. "Вĕренĕве бюджетран 32,5 процент укçа уйăраççĕ. Тепĕр майлă каласан: патшалăхăн кашни виççĕмĕш тенки - çак тытăмра. Ку тăкаксен чи пысăк пайĕ", - палăртнă асăннă конференцире ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вĕренỹ учрежденийĕсенчи пысăк улшăнусем куç умĕнчех. Педагогсен шалăвне ỹстерессине те куçран вĕçертмеççĕ. "Çапах та вĕрентĕвĕн тĕп фончĕ - кадрсем", - çирĕплетнĕ республика ертỹçи. РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн октябрь уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" тĕнче шайĕнчи спорт форумĕ иртнине те аса илтернĕ. Наци сывлăхне тĕпчекенсен кăтартăвĕпе те паллаштарнă Михаил Васильевич: вĕренỹ тытăмĕнче ĕçлекенсен 1,3 проценчĕ кăна туртать. Усал йăлана пăрахайман ертỹçĕсенчен ỹлĕмрен çирĕпрех ыйтасшăн. "Çук тăк - сире урăх ĕç тупма пулăшăпăр", - тенĕ вăл. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн вĕренỹ тытăмĕнче çĕнĕлле, пултарулăха тĕпе хурса ĕçлекен 20 учреждени 200 пиншер тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика