Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми, симĕс сухан - йăлăхтармĕç нихăçан

27 августа 2014 г.

 Тăвансем патне çĕр улми кăларма кайрăмăр. Çу хутах шăрăх çанталăк тăнине пăхмасăр, "иккĕмĕш çăкăр" начар мар çитĕннĕ. Ĕне усракан çыннăн пахчи те çемçе ĕнтĕ. Тислĕк тăксан тикĕс шăтать тетчĕç асаттесем. - Кăлартăмăр та-ха, тухăçа ăçта чикмелле? - пăшăрханса калаçрĕ тăванăм. - Хамăра çур пахчари çĕр улми те ытлашшипех çитет, ыттине тем пек сутасчĕ. Çĕр улми сутса укçа ĕçлесе тăвас шухăшлисем ялта тата та пур иккен. Анчах кама тата мĕн хакпа сутмаллине пĕлмеççĕ. Туянас текенсем те тупăнмаççĕ-ха. Çакăн пек нуша пирĕн районта темиçе çул ĕнтĕ - Шăмăршăри хатĕрлев кантурĕ пĕтнĕренпех пырать. Ĕлĕкрех Самар тата Волгоград тăрăхĕнчен КамАЗ автомашинăсем килекенччĕ - юлашки çулсенче вĕсем те курăнмаççĕ. Çĕр улмине кăна мар, улма-çырлапа пахча-çимĕçе вырнаçтарма та май çук. Пахча тулли пан улми - сая каять, чăх кулли. Нивушлĕ пирĕн çĕр-шывра экологи тĕлĕшĕнчен таса, сывлăхшăн çав тери усăллă пахча-çимĕçпе улма-çырла никама та кирлĕ мар-ши? Ютран, чикĕ леш енчен туянма хăнăхса кайрăмăр та, хамăрăн ĕçчен хресчен çине алă султăмăр. Ашшĕ тар тăкса çитĕнтернине сутаймасăр чунтан тарăхнине курать те ывăлĕ, "манăн мĕншĕн нушаланмалла-ха" тесе аллине сулать. Çапла çамрăксене çĕр-аннерен, хамăра ĕмĕр-ĕмĕр тăрантарса пурăннă хура тăпраран пистеретпĕр. Акă мĕншĕн ĕнтĕ районти ял çыннисем Раççей Президенчĕн "Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе экономикăн уйрăм ятарлă мерисене йышăнасси çинчен" Указне чунтан ырласа йышăнчĕç. Çак Указ пурнăçа кĕрсен ял çыннисемшĕн пысăк тĕрев, пулăшу пулĕччĕ. Малашне çĕр улмипе пахча-çимĕçе, улма-çырлана, сĕте тупăшлă вырнаçтарас ĕçре чăрмавсем сахалрах пулĕç тесе шутлатăп. Мĕн çитĕнтернине, туса илнине сутма май туса парсан, укçине çийĕнчех тỹлесе татсан ялсенчи пахчасем те пушă выртмĕччĕç, выльăх-чĕрлĕх усракансем те нумайланĕччĕç. Совет влаçĕн çулĕсенче аслăрах ỹсĕмрисем субтропик çимĕçĕсене тĕлленмен те. Апельсин, мандарин, персик, банан, ананас, гранат эпир Мускава кайсан çеç кучченеçлĕх туянма пултарнă. Халĕ çак çимĕçсем кашни лавккарах пур. Вĕсене çисе тăрантăмăр çеç мар, йăлăхрăмăр та. "Банан - упăте апачĕ" тесе шỹтлетпĕр те. Çав вăхăтрах килти пахчара çитĕнтернĕ кĕрпеклĕ çĕр улми никама та йăлăхтармасть. Пăсланса тăракан шарккупа хур тукмакĕ пулсан цитрус таврашĕ аяккинче тăччĕр! Вĕсемсĕрех сывлăхлă çитĕннĕ эпир, ачасемпе мăнуксене те ютрине юратма хăнăхтарар мар. "Хамăр патăрта, хамăр çĕр çинче туса илнĕ çимĕç чи усăлли", - çирĕплетеççĕ тухтăрсем. Хуппипе пĕçернĕ çĕр улмипе симĕс сухан тураса янă уйран, тăварланă хăяр е купăста - пирĕн сывлăхшăн ют çĕр-шывсенче наркăмăшлă препаратсем пĕрĕхсе çитĕнтернĕ цитрус çимĕçĕсенчен темиçе хут лайăхрах. Паллах, эпĕ вулакана çĕр улмипе симĕс сухан çеç çиме, уйран ĕçме чĕнсе каламастăп, çапах та хамăр çитĕнтернĕ пахча-çимĕç, хамăр ĕнен сĕчĕ тутлăрах та сиплĕрех пулни никама та тавлаштармасть пулĕ. Сывлăха лавккаран туянаймăн, ăна хамăрăн упрамалла. Сывлăхшăн усăллă апат-çимĕçе çеç çимелле, хамăрăн картише выльăх-чĕрлĕхпе, хур-кăвакалпа пуянлатса хресчен ятне-сумне çĕклемелле. Ку - ман шухăш. Эсир мĕн каланă пулăттăр, хисеплĕ çыннăмсем? 

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика