Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек сăлтавĕ хамăртах

27 августа 2014 г.

 Районта пушарсем алхасасси çав-çавах чакмасть-ха. Пĕлтĕр 7 уйăхра 10 пушара регистрациленĕччĕ, кăçал çак тапхăрта - 11. 2013 çулта январь-июль уйăхĕсенчи пушарсем 1 миллион та 122 пин тенкĕлĕх сиен кỹнĕччĕ, вут-çулăмра икĕ çын суранланнăччĕ. Кăçалхи пушарсенче икĕ çын вилнĕ. Инкексен сăлтавĕсем çак çынсем ĕçкĕпе иртĕхнипе, сигарет туртнă вăхăтрах вырăн çинче çывăрса кайнипе çыхăннă. Патшалăх Пушар надзорĕн инспекторĕсем вĕсемпе темиçе хутчен те тĕл пулса калаçнă, пушар кăларасран асăрхаттарнă. Шел, вĕсем çакна ăша хывман... Кунсăр пуçне пĕр çын сурансем илнĕ. Кăçал вут-çулăм кỹнĕ тăкаксем 2 миллион та 77 пин тенкĕпе танлашнă. Кăçалхи пушарсенче 4 çурт вырăнĕнче кĕл-кăмрăк куписем юлнă, 6 лупас çунса сиенленнĕ. Пушарниксем тăрăшнипе 3 çурт- йĕре вут-çулăмран хăтарса хăварнă. Инкек сăлтавĕсене илсен, 11 пушартан 3-шĕ - вут-çулăмпа тимсĕр пулнипе, 5-шĕ - электрооборудование кирлĕ пек пăхса тăманнипе (кивĕ электропроводка, ăна тĕрĕс мар монтажлани, алюминипе пăхăр электропроводкăсене пĕрле сыпăнтарни тата ытти те) çыхăннă. Аса илтеретпĕр: электропроводкăна кашни 10-12 çулта çĕннипе ылмаштарса тăмалла. Лупас айне, витене каякан электропроводкăна хушма материал витĕр ярса кармалла (гофрированные патрубки), лампочкăна плафона вырнаçтармалла. Çу тапхăрĕн юлашки кунĕсемпе усă курса каланккасен мăрйисене, тĕтĕм çулĕсене хăрăмран тасатма, çуркаланнă вырăнсене тăмпа хăйăр хутăшĕпе сăтăрса якатма сĕнетпĕр. Çанталăк шăрăх тăнă май, кил-çурт таврашĕнче çỹп-çапа çунтарма юраманни пирки те манма юрамасть. Вăрманта кăвайт чĕртни инкек патне илсе пырас хăрушлăх пысăк. Килте пĕчĕккисене хăйсене кăна хăварни, шăрпăка вĕсен алли çитмелли вырăнта упрани те пушарпа вĕçленме пултарать. Пурне те пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнса пурăнма ыйтатпăр. Кун пек чухне вут-çулăм та алхасаймĕ.

М.ИЛЬИН, патшалăх надзор ĕçĕн районти уйрăмĕн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика