Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Якубович… Кахăрлă Шăхалĕнче пурăнать

27 августа 2014 г.

 Паллă телеертỹçĕ Леонид Якубович Шăмăршăра пулнăранпа вăхăт нумай та иртменччĕ-ха. Нумаях пулмасть "ăна" каллех кунта тĕл пултăмăр. Районти тĕп больницăналла вскаса утакан арçын аякранах Якубовича аса илтерчĕ. Пĕр сăнлă çын темиçе те теççĕ-ха та - юриех чарса тăратрăмăр. Малтанласа вăл, Мускавран килсе çитнĕскер, ăнсăртран чирлесе ỹкнĕ те пирĕн тухтăрсенчен пулăшу ыйтма шутланă текен шухăш та пурччĕ. - Паян темиçе çын Якубович вырăнне хурса йышăнчĕ ĕнтĕ, - терĕ арçын. - Николай Терентьев эпĕ, Канаш мушикĕ, пенсионер. - Иккĕмĕш çул ĕнтĕ мăшăрăмпа - Валентина Федоровнăпа - Кахăрлă Шăхаль ялĕнче пурăнатпăр. - Николай Николаевич, ялта пĕрремĕш хут мĕнле йышăнчĕç вара? - Якубович "Поле чудес" ỹкерме килнĕ тесе чупкалама пуçларĕç çынсем. Ачасем вара автограф ыйтаççĕ. Кашниех передачăна хутшăнас кăмăллă. - Якубович мар эпĕ, сирĕн ял кĕрỹшĕ кăна тетĕп, - кулать Н.Терентьев. Юлашкинчен аранах ĕненнĕ çынсем. Николай Николаевича вара ялта çав-çавах Якубович теççĕ. Çĕнĕ вырăна пурăнма куçса килнĕ арçын хăй "Поле чудес" кăларăма хутшăнас кăмăлĕ пуррине те пытармарĕ... 

В.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика