Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сурăх усрасан, тупăш курăн

27 августа 2014 г.

 Маларах сурăха ял халăхĕ те, хуçалăхсем те чылай тытатчĕç. Килсерен сахалтан та 7-8 пуç усратчĕç. Çăмĕпе, ашĕпе, тирĕпе усă курнă вăл вăхăтра. Халĕ алса-чăлха çыхакан та çукрах. Пурне те лавккаран туянатпăр. Кăçата йăвалама та килсеренех çỹретчĕç. Çăм таптармалли машина кашни ялта тенĕ пекех пулнă. Çаксем пурте иртнĕ вăхăтра юлнă. Халĕ ялта сурăх шучĕ палăрмаллах чакрĕ. Хальхи вăхăтра ял халăхĕ ăратлă выльăх-чĕрлĕх тытма тăрăшать. Çавна май чылайăшĕ "романовски" сурăх усрать. Ку ăрат ашлă пулнипе палăрса тăрать. Унсăр пуçне çăмĕ те çăра. Ахальтен мар 30 градус сивве аванах чăтса ирттерет. Ай сарăмĕ улăмран пулсан та юрать. Тирĕнчен чаплă кĕрĕк çĕлеме май пур. Пĕр сурăхран 1,8-3 кг çăм илме пулать. Ашĕ те чылай тухать. Çитменнине сурăх какайĕ усăллине палăртаççĕ специалистсем. Çак ăрат питĕ ĕрчевлĕ. Пăранланă вăхăтра харăсах 2-3 путек е ытларах та тăвать. "Романовски" сурăх вăтамран 15 çул пурăнать. "Романовски" ăрата Палтиелсем уйрăмах килĕштереççĕ. 10-12 пуç тытакансем те пур. Вырнаçтарасси пирки пăшăрханма кирлĕ мар - туянакансем яла пырсах килĕшỹ тăваççĕ. Сурăх çав тери тупăшлă выльăх тесе шутлаççĕ ял çыннисем. Районти ытти ялсенче те сурăх ĕрчетме тытăннине ырламалла. "Исток" ООО хальхи ыйтусене тивĕçтерекен ферма йĕркеленĕ. Паллах, выльăх апачĕ те чылай кирлĕ. Ахальтен мар халăхра: "Тăватă сурăх пĕр ĕнене тăрать", - теççĕ. Вĕсене хĕл каçарма çăвĕпех ĕçлемелле. Çав вăхăтрах вите-карта пушă пулманни те савăнтарать. Эппин, ял пурăнать, кил-çуртра пурнăç вĕрет. 

В.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика