Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ывăлĕн телейне тĕп турĕ

27 августа 2014 г.

 Кỹршĕ ял йĕкĕтне савсах качча тухрăм. Чаплă туй кĕрлеттертĕмĕр. Ĕлĕкхи йăлана пăхăнса çĕнĕ киле хĕр туприпе кĕтĕм. Хунямана пур пĕрех юраймарăм. Вăл пĕрремĕш кунах кăмăлсăррăн калаçрĕ. Ывăлне пĕрмай мана хирĕç тăратрĕ. Качча килсенех упăшкапа мунчара çăвăнма вăтанаттăм. Ун чухне хуняма пĕрремĕш хут манăн майлă пулчĕ. "Арçынпа хĕрарăм пĕрле мунча кĕни ăçта пулнă вăл?" - сассине хăпартрĕ вăл. Мăшăрăм çавах кăмăлсăрланчĕ: "Арăм çурăм çумасан мĕн-ма авланмалла?!" Пĕр кун та шăв-шавсăр иртместчĕ. Чашăк-тирĕк тăтăш шăкăртатнăран тĕлĕнеттĕм. Эпĕ çĕнĕ çемьене кĕрессишĕн кунĕн-çĕрĕн ĕçлеттĕм. Çапах хисепе тивĕçеймерĕм. Качча кайни çулталăк çитсен хуняма çемьене "çĕнĕ кайăк" килменшĕн мăкăртатма тытăнчĕ. Мăшăрăм та ача пулманнипе кăмăлсăрланатчĕ. Пĕррехинче аппапа юмăçа кайма тĕв турăмăр. Ăрăмçă усал яракана тỹрех пĕлчĕ. Тỹшек ăшне кайăк йăви чиксе хунине пĕлтерчĕ. Малтанах çакна ĕненмерĕм. Хуняма йăлт сăнанăран уçса пăхма хăрарăм. Мăшăрăм кунран-кун улшăнчĕ. Эрех ĕçме тытăнчĕ. Мана та чышкăпа сăлтавсăрах çапрĕ. Çĕнĕ çемьере хама ытлашши туйрăм. Виçĕ çул мăшкăла чăтса пурăннă хыççăн упăшкаран уйрăлтăм. Анне килне таврăнсан тỹшеке салтса пăхрăмăр. Унтан кайăк йăви, улăм, пăралук тата ытти ăпăр-тапăр тухрĕ. Юмăç калани тĕрĕсех пулчĕ. Пирĕн çемьене хуняма аркатрĕ. Тăван киле кайнă хыççăн упăшка таврăнма пĕрре мар ỹкĕтлерĕ. Çул çинче курсан чарчĕ, мансăр тунсăхланине пĕлтерчĕ. Суран тỹрленсен авланса уйрăлнă учительпе пурăнма тытăнтăм. Вăл хăйĕн мăшăрне ют арçынпа тытнă. Çавăн хыççăн текех унпа кун кунламан. Çĕнĕ туспа хулана пурăнма куçрăмăр. Темиçе уйăхранах çие юлчĕ. Халĕ пирĕн ывăл çитĕнет. Малтанхи упăшка та ялтан ют хулана тухса кайрĕ. Мана та пĕрле пыма чĕннĕччĕ вăл. Ун чухне эпĕ пĕчченехчĕ. Инçе çулран хăрарăм, пĕрре пуснă кĕрепле çине урăх пусас килмерĕ. Ăна хутран-ситрен халĕ те аса илетĕп. Уйрăм пурăннă-тăк, тен, телейлĕ пулăттăмăр. Усал хуняма пĕтерчĕ. Эпĕ тухса кайнă çулах ăна шалкăм çапнă тетчĕç. Чылай çул вырăнпах выртнă хыççăн çĕре кĕнĕ. Ывăлĕн телейне тĕп тунăшăн леш тĕнчере пăшăрханать-ши хăть. 

ЗОЯ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика