30 августа 2014 г.
ЯЛТА çуралса ỹснĕ çыннăн чунĕ те ялтах - ăна ытти çĕрти ырлăхсем илĕртмеççĕ. Эпир ялтан кайсан, унта кам юлĕ, асатте-асаннесен, атте-аннен ĕçне кам малалла тăсĕ? Çыннăн çĕр туртăмĕ те пулмаллах. Ял ачи пĕчĕкренех ĕçе юратса ỹсет - нихăçан та ỹркенсе тăмасть. Çынсем ĕлĕкренех йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă та, шĕвĕрккесене вĕсене пăхма та явăçтарнă. - Ĕне пăруласан е сурăх пăранласан калама çук савăнаттăм, - аса илет халĕ Карапай Шăмăршăра пурăнакн Г.Сидорова. - Çамрăк чунсенчен уйрăлма та пĕлместĕм темелле - пĕрле апат çисе выртса çывăрманни кăна. Вĕсем те манран хăпма пĕлместчĕç. Мĕн калаççĕ-ха кун пек чух? Ырă чун патне ырри те туртăнать. Кунта хăйне майлă темле çыхăну та пур. Çак кунсенче редакцие Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари службин выльăх-чĕр-лĕх чирĕсене кĕрешекен районти станци ертỹçи П.Пирогов кĕрсе тухрĕ. - Ытти професси çыннисем пирки сахал мар çыратăр-ха. Çав вăхăтрах выльăх тухтăрĕсене манса хăварнă пек туйăнмасть-ши? - кăштах ỹпкелешнĕ пек те пулчĕ Петр Федорович. - Карапай Шăмăршăрах, акă тĕлĕнмелле ăста специалист пур - Галина Александровна тесен, пурте лайăх пĕлеççĕ. Асăннă яла çул тытрăмăр вара. Г.Сидоровапа тĕл пулсан тĕп ыйту çакă пулчĕ: мĕн хистенĕ-ха ăна ку профессие суйласа илме? - Халĕ тем каламалла ĕнтĕ, - аптăранă пек пулчĕ малтанласа хĕрĕхĕлле çывхарса пыракан хĕрарăм. - Ача чухне, выльăхсем чирлесен, вĕсене чăннипех шеллеттĕм: тем ыратать ĕнтĕ вĕсен? Чĕлхисем çук та - калаймаççĕ вĕт. Хăш чух куççуль те тухатчĕ... Анне лăплантаратчĕ вара. Ветеринар пулас шухăш хĕрача пуçĕнче çавăн чухнех çуралнă пулмалла. Шкул хыççăн Галя Патăрьелĕнчи профтехучилищĕне кайма шутланине килтисем те хирĕçлемен: ялта кирлĕ професси, ĕçсĕр тăрса юлмăн. 1997-1998 çулсенче унта ăс пухнă хыççăн çамрăк хĕр ветеринари фельдшерĕ пулса тăнă, Киров ячĕллĕ ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче ĕçлеме тытăннă. 2006 çултанпа вăл Карапай Шăмăршăри ветеринари пункчĕн ветеринари санитарĕ. Тепĕр виçĕ çултан Галина Александровнана ветеринари пункчĕн ертỹçи пулма куçарнă. Вун пилĕк çул выльăх-чĕрлĕхе сиплес ĕçре Г.Сидорова. Мĕн кăна пулман-ши çак хушăра? Миçе выльăха çăлса хăварман-ши тата? Инкек сиксе тухсан, ял çыннисем те унран пулăшу ыйтнă, халĕ те ун патне васкаççĕ. Чирлĕ выльăх умĕнче çĕр ирттернĕ самантсем вара чăннипех нумай - паллă çыравçăсен çырнисен темиçешер томлă пуххисенчен те ытларах-тăр... - Маншăн чи хакли - чирлĕ выльăх ура çине тăни. Çынсен тав сăмахĕсем те кăмăла çĕклеççĕ. Эппин, ман ĕç кашнинех кирлĕ, - тет Галина Александровна. - Ку çеç те мар, эпир çынсен сывлăхĕшĕн те яваплă шутланатпăр- выльăхсен хăш-пĕр чирĕсем çынна те ерме пултараççĕ. Кун пекки ан пултăрахчĕ. Ялта та хисеплеççĕ ăста ветеринара. Г.Сидорова палăртнă ветеринарипе санитарин профилактика мероприятийĕсене те яланах вăхăт- ра пурнăçлать, выльăхсене сиплес ăсталăхĕ те ỹссех пырать. Вăл çамрăк специалистсемшĕн те ырă тĕслĕх. Сăмах май, Карапай Шăмăршăри ветеринари пункчĕ - районта чи лайăххисенчен пĕри. - Маттур пирĕн Галя, - теççĕ ун пирки карапайшăмăршăсемпе тăрăнсем. - Выльăх чĕлхине пĕлет вăл... Çак сăмахсем çумне урăх мĕнех хушса калайăн? Питĕ тĕрĕс.
В.МИХАЙЛОВ.