Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника йĕркене пăхăннине юратать

30 августа 2014 г.

 Лаша тытакан хресчен янаварне куллен тенĕ пекех пăхса тăрать, кỹлмелли хатĕрĕсем те, урапи-çуни те унăн яланах юсавлă. Халĕ эпир трактор-машинăна "хурçă ут" теме хăнăхнă. Апла пулсан, вĕсене те кулленхи тимлĕх кирлĕ. Трактор-комбайнсемпе хăй тĕллĕн çỹрекен шассисен, кăкарса çỹремелли прицепсен юсавлăхĕпе шанчăклăхĕ пирки те вĕсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларас умĕн çеç аса илмелле мар. Тĕрĕссипе, вĕсем яланах юсавлă пулмалла, мĕн пур требованисене тивĕçтермелле. Кăçалхи августăн 22-мĕшĕнчен пуçласа "Трактор" операци вăхăтĕнче рейд тĕрĕслевĕсене мобильлĕ ĕç вырăнĕпе (ноутбукпа) усă курса йĕркелеме пуçларăмăр. Юлашки вăхăтра кăна 28 единица тĕрлĕ техникăна тĕрĕсленĕ. Чи малтанах механизаторсен тракторист-машинист удостоверенийĕсем пуррипе çуккипе кăсăклантăмăр. Аптечкăсем, пушар сỹнтерме огнетушительсем пур-и тата - çаксене те тимлĕхсĕр хăварман. "Трактор" операци вăхăтĕнче хуçалăхсенчи хăш-пĕр комбайнерсен хăйсен çумĕнче удостоверени çукки курăнчĕ. "Пур вăл манăн. Киле хăварнă. Ăнсăртран çухатасси те пулать вĕт", - ăнлантарма пăхрĕç вĕсем. Анчах çакă тỹрре тухмалли сăлтав мар. Ирĕксĕрех асăрхаттарса хăварма, удостоверенисĕр руль умне ларма юраманни пирки аса илтерме тиврĕ. Тепĕр хут каласа хăварас килет: йĕркене пăхăнман механизаторсене Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕсене тĕпе хурса явап тыттараççĕ. Операци вăхăтĕнче, тĕпрен илсен, техника хатĕрĕсен 78 единицине тĕрĕсленĕ. Мĕскер кăтартса пачĕ-ха çакă? Шел пулин те, техника хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнман тĕслĕх-сем (12) те тĕл пулаççĕ. Патшалăх регистрацийĕпе техникăна ятарлă тĕрĕслев витĕр кăлармалли йĕркесене пăсакансем те çук мар. Хăшĕсем вара удостоверенисĕр, регистраци докуменчĕсемсĕрех çула тухаççĕ. Эрех ĕçсе руль умне ларни инкекпе вĕçленесси пирки те манмалла мар пек те -  тепĕр чух çакăн пирки шухăшласах каймастпăр пулас. Операци вăхăтĕнче должноçри икĕ çынна, тăватă уйрăм çынна административлă майпа явап тыттарма тиврĕ, вĕсене 7100 тенкĕлĕх штраф тỹлеттернĕ. Халĕ пур çĕрте те хĕрсех çĕр улми кăлараççĕ. Çак ĕçе килте трактор тытакансем те хутшăнаççĕ, фермерсене, çынсене пулăшаççĕ. Руль умĕнче ларакансене каллех хăрушсăрлăх пирки аса илтерес килет. Инкек-синкекрен яланах сыхă пуласчĕ. 

В.МАТВЕЕВ, патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инспекцийĕн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика