30 августа 2014 г.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе, кашни çулах çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн педагогсен августри конференцийĕ ĕçлет. Кăçал вăл августăн 27-мĕшĕнче иртрĕ. Анлă канашлăвăн тĕп теми - Шăмăршă районĕнче математика тата çут çанталăк наукисен вĕрентĕвне аталантарас тĕлĕшпе тухса тăракан ыйтусем. Конференци ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев, пирĕн депутат, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ О.В.Мешков, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вĕрентỹ учрежденийĕсен управляющи канашĕсемпе попечитель канашĕсен членĕсем, вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисемпе учительсем, шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсем хутшăннă. Кун йĕркинчи ыйтупа малтанах Шăмăршăри вăтам шкулта дискусси площадки ĕçленĕ. Унта Раççей Федерацийĕн Правительстви 2013 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче йышăннă "Раççей Федерацийĕнче математика вĕрентĕвне аталантармаллли Концепцие" анлăн сỹтсе явнă. Çак Концепцин тĕп тĕллевĕ - çĕр-шыври вĕрентỹ пахалăхне тĕнчере чи лайăххисен шайне çитересси. Кăнтăрла иртсен районти Культура аталанăвĕн центрĕнче пленарлă лару иртнĕ, унта район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Н.Г.Игнатьева "Шăмăршă районĕнче математика тата çут çанталăк наукисен вĕрентĕвне аталантарас тĕлĕшпе тухса тăракан ыйтусем, иртнĕ вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсем тата çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче умра тăракан тĕллевсем" темăпа доклад туса панă. Доклада сỹтсе явма педагогсем анлăн хутшăннă, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллаштарнă. Конференцин савăнăçлă пайĕнче ĕçре уйрăмах палăрнă педагогсене çỹлти органсен Хисеп грамотисемпе чысланă. Районти Культура аталанăвĕн центрĕнчи фойере шкулсенчи ача-пăча пултарулăхĕн тата сăнав участокĕсен выставки ĕçленĕ.
С.ИВАНОВ.