Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Бабича - Православи чиркĕвĕн орденĕ

03 сентября 2014 г.

 2014 çулхи августăн 28-мĕшĕнче Мускав Кремлĕн Успени соборĕнче Турă Амăшĕн успенийĕн ячĕпе кĕлĕ иртнĕ, ăна Мускав тата пĕтĕм Раççей Патриархĕ Кирилл ертсе пынă. Кĕлĕ хыççăн, Чулхула епархине сисĕмлĕ пулăшу панине пысăк сума хурса, Кирилл Патриарх Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăл çи федераллă округĕн полномочиллĕ представительне Михаил Бабича виççĕмĕш степеньлĕ Мускаври çветтуй князь Даниил орденĕпе чысланă. Православи чиркĕвĕн асăннă наградинех - иккĕмĕш степеньлĕ орденне Чулхула тата Арзамас митрополичĕ Георгий те тивĕçнĕ. Аса илтеретпĕр: Раççей Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕн полномочиллĕ представителĕн аппарачĕ Чулхула епархийĕпе пĕрле "Александр Невский çветтуй князь ячĕллĕ Православи гимназийĕ" проекта пурнăçа кĕртет. 2014 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ гимнази хăйĕн воспитанникĕсене йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика