Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космонавтсем те сĕт юратаççĕ

03 сентября 2014 г.

 "Правда" колхозра ĕçлеттĕмччĕ ун чух, дояркăччĕ. Хỹрере çапкаланса пыманнине шута илсех пулĕ мана ВЛКСМ Чăваш обкомĕн членĕн кандидачĕ пулма суйланăччĕ. Çавна май комсомолăн республика шайĕнчи конференцийĕсене те пĕрре кăна мар хутшăнма тивнĕ. Пĕррехинче (тахăш çул - халĕ татсах калаймастăп), шăпах çакнашкал самантра икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕпе, СССР летчик-космонавчĕпе Андриян Николаевпа тĕл пултăм. Ăна та конференцие чĕннĕччĕ. - Ăçта ĕçлетĕн, йăмăкăм? - ыйтрĕ манран Андриян Григорьевич. - Питĕ çамрăк курăнатăн. Колхозра ĕçленине, ĕнесем сунине пĕлтерсен мухтавлă ентешĕмĕр хул пуççирен лăпкаса çапла каларĕ: - Маттур. Ĕçỹ пархатарлă. Манса ан кай: космонавтсем те сĕт юратаççĕ. Яланлăхах асра юлчĕç çак сăмахсем. Андриян Григорьевичпа пуçласа тĕл пулнине халĕ те манаймастăп. 

С.ЯНГАЛАКОВА (МИХАЙЛОВА).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика