Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яла Герой пулса таврăнчĕ

03 сентября 2014 г.

 1962 çулхи август уйăхĕн 11-мĕшĕ. Шуршăлсен асĕнче яланлăхах юлнă кун. Планета пĕлтерĕшлĕ пулăм: ялта çуралса ỹснĕ Андриян Николаев "Восток-3" космос кара- пĕпе тĕнче уçлăхне парăнтарма çĕкленнĕ! Çак экспедици вăхăтĕнче тĕнчен темиçе рекордне тунă, икĕ карап ("Восток-3" тата "Восток-4") тĕнчере пуçласа пĕрле вĕçнĕ. Вĕçев хыççăн Андриян Григорьевича тăван ялĕнче чăтăмсăррăн кĕтме пуçларĕç. Вăл çĕр çине таврăнсанах хатĕрленме тытăнтăмăр. Художество пултарулăх коллективĕ çĕнĕ юрăсем васкаса вĕренчĕ. Ялти артистсене çĕнĕ тум та кирлĕ пулчĕ. Паттăра кĕтсе илме пур енĕпе те хатĕрленчĕç. КПСС Сĕнтĕрвăрри райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ хĕрлĕ пусмаран 60 ялав çĕлеме хушнă. Ялавсене васкавлăн çĕлесе салан тĕп урамĕнчи юпасем çине вырнаçтармаллаччĕ. Халĕ ăна А.Г.Николаев ятне панă. 1962 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче Андриян Шуршăла килчĕ. Ял çыннисем укăлча умне çăкăр-тăварпа тухрĕç. Хаклă хăнана чечек çыххисем тытнă хĕрсем çавăрса илчĕç. Пулас космонавт вĕреннĕ шкул умĕнчи лапамра митинг иртрĕ. Космоса парăнтарнă ентешĕмĕре курма, унăн паттăрлăхĕпе мăнаçланма çĕр-çĕр çын пуçтарăнчĕ. Андриян Григорьевича сума суса художество пултарулăх коллективĕ концерт кăтартрĕ. Çав кунах Шуршăлта улма-çырла сачĕ йĕркелерĕç. Пĕрремĕш йывăçа космонавт лартрĕ. А.Г.Николаев вĕçнĕ хыççăн Шуршăл çинчен тĕнчипех пĕлчĕç. Салана çĕр-шывăн мĕн пур кĕтесĕнчен килме пуçларĕç. 1964 çулхи хĕлле Андриян Григорьевич Шуршăла мăшăрĕпе В.Терешковăпа килчĕ.

О.САВИНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика