Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Павел Попович: Космосра - виççĕмĕш космонавтпа пĕрле

03 сентября 2014 г.

 Виççĕмĕш космонавт Андриян Николаев хăйĕн вĕçевне "Восток-3" караппа 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче 11 сехет çурăра пуçларĕ. - Хама лайăх туятăп, пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Иллюминатортан Çĕр питĕ хитре курăнать! - пĕлтерчĕ вăл. Ку вĕçев пĕрре те ансат мар. Кăнтăр апачĕ хыççăн кăштах канса илнĕ хыççăн космонавтăн вĕçеври чи пĕлтерĕшлĕ эксперимента пурнăçламалла - креслăран вĕçерĕнмелле. Хальхи космонавтсемшĕн ку темех мар ĕнтĕ. Вăл вăхăтра вара... Пурнăçшăн та хăрушă пулма пултарнă çакă. Андриян Николаев эксперимента инструкцие çирĕп пăхăнса пурнăçланă. Креслăран тухнă çын карапра ирĕклĕнех куçма пултарать иккен! А.Николаев - космосра ирĕклĕ ишеве тухнă Çĕр çинчи пĕрремĕш çын. Шăпах пĕр сехете тăсăлнă çакă. Андриян хыççăн эпĕ те космоса çĕклентĕм. Орбитăна тухсанах унпа çыхăну тытма пуçларăм. Эпир юнашар тенĕ пекех вĕçрĕмĕр: пĕр-пĕрин карапне лайăх кураттăмăр. Пĕрлехи вĕçевре тĕрлĕрен экспериментсем туса ирттертĕмĕр. Андриян космосра 95 сехет пулчĕ, Çĕр йĕри-тавра 64 хут вĕçсе çаврăнчĕ. Эпĕ вара 48 çаврăм тунă хыççăн унтан темиçе километрта çеç Çĕр çине анса лартăм.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика