03 сентября 2014 г.
Эпир Андриянпа яланах пĕрлеччĕ: пĕри ăçта, тепри те унтах. Çакна пурте хăнăхнăччĕ ĕнтĕ. Тепĕр чух, пĕччен кăна пулсан, хăшĕсем тĕлĕнетчĕç те: "Асли ăçта вара?" Аслă тете - Андриян. Кĕçĕнни, паллах, эпĕ. Чăнах та, çулĕсемпе вăл манран аслăрахчĕ. Пире тетĕшĕпе шăллĕ вырăнне хуратчĕç пулсан та пирĕн характерсем пĕр пек марччĕ. Тепĕр чух эпĕ хĕрсе каяттăмччĕ те, вăл мана туххăмрах "сивĕтетчĕ". Ним тума та çук - аслине итлемех тиветчĕ. Иксĕмĕр хушăри çирĕп туслăх та çаплах тума хистетчĕ. Космоса çĕкленме çине тăрсах хатĕр-ленеттĕмĕр. Пиртен маларах тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ Гагаринпа Титов опычĕ те самаях пулăшатчĕ, хавхалантаратчĕ. Космоса яма хатĕрленнĕ черетлĕ ушкăна эпĕ те лекрĕм. Юлашкинчен çакă паллă пулчĕ: хальхинче - Андриян Николаевпа Павел Попович черечĕ. Аслă юлташăм мана лăплантарма васкарĕ: - Ахăртнех, эсĕ манăн дублер пулатăн. Каярах çакна пĕлтĕм: ман кандидатурăна Тĕп конструктора шăпах вăл сĕннĕ иккен, çакăншăн çине тăнă. Çапла майпа эпĕ Андриян Николаевăн дублерĕ пулса тăтăм. Ку маншăн - чăннипех пысăк савăнăç, телей. Вĕçеве,паллах, пĕрле хатĕрлентĕмĕр, пĕтĕм йывăрлăхсене çурмалла пайларăмăр темелле. Маларах эпĕ аслă тетене - Андрияна - космоса ăсатрăм пулсан, кайран вара вăл - мана.