03 сентября 2014 г.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 10-мĕшĕччен Федерацин вăрман хуçалăх агентстви "Лесник уçать алăкне" акци ирттерет. Акци тĕллевĕ: халăха лесничествăсенче ĕçлекенсен, пушарпа хими станцийĕсен, вăрман питомникĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе анлăн паллаштарасси, тăван çут çанталăка упрама вĕрентесси. "Шăмăршă лесничестви" хысна учрежденийĕ сентябрĕн 3-мĕшĕнче, ирпе 10 сехетре пурне те Пĕтĕм Раççейри "Лесник уçать алăкне" акцие хутшăнма чĕнсе калать. Акци мĕнле иртнине Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕ çутатĕ. Лесничество Шăмăршăри Лесхозная урамра, 18-мĕш çуртра вырнаçнă.
В.ГЛУХОВ, Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин "Шăмăршă лесничестви" хысна учрежденийĕн директорĕ.