Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕпере юсарĕç - çынсене савăнтарчĕç

10 сентября 2014 г.

 Шỹт-шỹт те, унра чăнлăхĕ пурах. Акă Шăмăршăри Набережная урамра пурăнакансем паян çапла шỹтлеççĕ: "Володьăпа Валери - кĕпер тунă, куртăр-и?" Çапла, Владимир Денисовпа Валерий Каримов пенсионерсем тăрăшнипе, çирĕм çул ытла пĕрре те юсаман çуран каçмалли кĕпере тĕпрен юсаса çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Чĕнтĕрлĕ кĕпер теме çук та, анчах Набережная тата Речная урамсенче пурăнакансемшĕн вăл çав тери хаклă. Шăтса-хуçăлса пĕтнĕ кĕпер урлă каçса çỹреме те хăрушăччĕ, уйрăмах каçхине чун хăратчĕ. Кĕпер айне анса кайса ал-урана хуçнă е амантнă тĕслĕхсем те пулнă. Акă мĕнле хаклаççĕ Владимир Васильевичпа Валерий Петровичăн ырă ĕçне çак таврара пурăнакансем. 

Ольга ПОЛКОВНИКОВА: - Пире халĕ ача садне çỹреме питĕ лайăх. Кĕпер хăмисене веçех çĕнетнĕ, ниçта пĕр шăтăк-путăк çук. Чунтан тăрăшса ĕçленĕ çынсене ача амăшĕсен ятĕнчен чĕререн тав тăватăп.

Вера КУЗНЕЦОВАПА Дарья ЛЕОНТЬЕВА пенсионеркăсем: - Тинех çăмăллăн сывласа ятăмăр. Халĕ кĕпер урлă пĕр хăрамасăр каçса çỹреме çеç мар, кунта купăс каласа ташлама та пулать! "Ырă ĕç - çунатлă", - теççĕ халăхра. Шăмăршă ял тăрăхĕнче Владимир Денисовпа Валерий Каримов пек хастар çынсем тата та тупăнасса, пĕчĕк кĕперсене юсама кар тăрса тухасса шанас килет. Часах йывăçсемпе тĕмсем лартмалли тапхăр та çитет. Шăмăршă, Çĕнĕ Шăмăршă, Энтĕрьел, Ирçе Тĕкки ялĕсенче тата паççулккасенче пурăнакансене эпĕ хамăр пурăнакан тавралăха илемлетес, тăпра эрозийĕпе кĕрешес ĕçе хастар хутшăнма чĕнсе калатăп.

Н.ДМИТРИЕВ, Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика