10 сентября 2014 г.
Крылов асатте калашле: "Миçе хутчен ăнлантарман-ши çынсене". Акă иртнĕ тунти кун район администрацийĕнчи ĕçлĕ планеркăра район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев каллех тирпей-илем ыйтăвне çивĕч лартрĕ: хăçанччен урамсенчи тасамарлăхпа, çул аяккинче ашкăрса ỹсекен хыт-хурапа килĕшсе пурăнăпăр? Чăнах та, çỹп-çаппа тĕрлĕ тасамарлăха пуçтарса тирпейлес тĕлĕшпе ĕçлеместпĕр мар-ха, анчах вĕсем тупăнсах тăраççĕ вĕт. Контейнера вăхăтра пушатса ĕлкĕреймеççĕ - çỹп-çап йĕри-таврана саланать. Ку, паллах, ял сăн-сăпатне илемсĕрлетет, район ятне ярать. Çынсене çĕр хутчен ăнлантарсан та, контейнерсене кил-çуртра кирлĕ мар пур япалана та (кивĕ телевизор, сĕтел-пукан çĕмрĕкĕ тата ытти те) пăрахса тултарасси малалла тăсăлать. Йытă е кушак çăвăрлать - çурисене контейнера переççĕ. Чăх-чĕп вилли те - контейнертах. Кунта çынлăхпа чунлăх пирки калаçни те - пустуй сăмах çеç. Шăмăршăра çеç-и, ялсенче те урамсемпе çурт умĕсенчи тирпейлĕхшĕн çителĕксĕр тăрăшни вăрттăнлăх мар. Чăнах та, район администрацийĕ çине тăнипе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен çирĕп ыйтнипе кăçал саккунсăр вун-вун свалкăна пĕтерме пултартăмăр. Анчах вĕсем каллех пулмĕç тесе никам та шантарса калаймасть. Хăшне-пĕрне çывăхри çырма е çул хĕрри, вăрман тăрăхĕ магнит пек туртаççĕ пулмалла: курса-асăрхаса ĕлкĕреймесен çỹп-çап тиенĕ лава самантрах унта кайса пушатаççĕ. Намăс - тĕтĕм мар, куçа кĕмест çав, тавралăх вараланни вĕсемшĕн ним те мар. Тĕтĕм тенĕрен, çĕр улмине кăларса илнĕ хыççăн унта та кунта йăсăрланма тытăнчĕ ĕнтĕ вăл. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем çак тапхăрта вут-кăвар тухасран çав тери хăрушă пулнине палăртаççĕ. Тĕтĕм экологие те пысăк сиен кỹрет. Ỹсен-тăран юлашкисене тирпейлĕн кăна купаласа хурса компост тусан, çитес çулсенче паха удобрени пулĕччĕ. Çук вĕт, çунтаратпăр та çунтаратпăр, хăш чух çитмĕл-тине те ача ăсĕ кĕрет пулмалла. Кĕркунне çут çанталăк хăйĕн ешĕл тумне хывать, хĕле хатĕрленет. Шăмăршă урамĕсенчи илемлĕ йывăçсем те çаралаççĕ. Тăкăнакан çулçа йĕпенсе-çĕрсе выртма парас марччĕ, субботник йĕркелесе шăлса-пуçтарсах тăрасчĕ. Тавралăх çуркунне те, çулла та, кĕркуннепе хĕлле те илемлĕ пултăр. Такамшăн мар вĕт, хамăршăн, тăван ял ятне-чысне çĕклессишĕн тăрăшмалла пирĕн. Йывăçсемпе тĕмсем лартмалли уйăхлăха та ячĕшĕн çеç ирттерес марччĕ. Çитес çул Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче чаплă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ май, юбилей ячĕпе парксемпе аллейăсем тума кăçалах пуçăнасчĕ. Ман шутпа, ку тĕлĕшпе Шăмăршă районĕн пĕтĕм республикипех ырă тĕслĕх кăтарт-малла. "Аслă Çĕнтерỹ юбилейĕ ячĕпе - кашни ялтах паркпа аллея" юхăм пур çĕрте те вăй илтĕрччĕ.
И.САЛАНДАЕВ.