10 сентября 2014 г.
Кăçалхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре пирус туртас тĕлĕшпе йышăннă саккунăн иккĕмĕш пайĕ вăя кĕчĕ: чĕлĕм мăкăрлантарма юраман общество вырăнĕсен списокĕ анлăланчĕ. Çапах та чылайăшĕ саккуна пăсма пăрахмасть-ха. Халăх шухăшне тĕпчекен институтăн Anketoloq.Ru сайтĕнчен онлайн ыйтăма пирĕн çĕр-шывра пурăнакан 1349 çын хутшăннă. Вĕсенчен 59 процент пирус туртассипе çыхăннă ыйтăва саккунпа килĕшỹллĕн шайлаштарма тăрăшни тĕрĕс тесе шухăшлать. 32 процент çапла хакланă: "Тĕрĕс, анчах пĕтĕмпех мар". Респондентсен 8 процент йышăннă мерăсемпе пачах килĕшмен. Ыйтăма хутшăннисен 28 процент çĕнĕ саккун чĕлĕм туртакансен правине пăсни çинчен пĕлтернĕ. 36 процент пируссăр пурăнайманнисемшĕн ку саккун йывăрлăх кăларса тăратманнине йышăннă. Ыйтăма хутшăннисен çавăн чухлех пайĕ саккуна пăхăнса пурăнма йывăр маррине, чĕлĕм мăкăрлантаракансене хĕсĕрлеменнине пĕлтернĕ. Юлашки 3 уйăхра никотин çăтакан сахалланнине респондентсен 72 процент туйман, 21 процент вĕсем чакнине сăнанă, 3 процент пирус туртакансен йышĕ ỹснине асăрханă. Юраман çĕрте чĕлĕм мăкăрлантаракансен шучĕ мĕншĕн чакмасть? Тĕп сăлтав - саккуна пăхăнманни. Ыйтăма хутшăннисен 65 процент çапла хуравланă. 1 процент кăна пирус туртакансене юраман çĕрте сайра курнине е пачах асăрхаманнине каланă. 36 процент саккуна пăсакансене час-часах курать-мĕн. Хăш вырăнта ытларах туртаççĕ-ха? Ыйтăма хутшăннисен 65 процент подъездра, лифтра унашкаллисене тĕл пулать. 54 процент метро, вокзал, автостанци патĕнче курать. Общество транспорчĕ чарăнакан вырăнсенче респондентсен 44 процент асăрхать. Саккуна пăснă тĕслĕхсене асăрхасан çынсем хăйсене епле тытаççĕ-ха? 58 процент нимĕн те тумасть. Çав йышри çынсен 28 процент ăшĕнче тарăхать пулин те сăмах чĕнмесĕр иртсе каять. 1 процент пирус тĕтĕмĕ чăрмантарать пулсан асăрхаттарать, 20 процент аяккалла утать. Пирус туртакансене те ыйту панă. Вĕсен саккуна пăсма тивнĕ-и? "Нихăçан та, саккуна яланах пăхăннă", - тесе 19 процент хуравланă. 3 процент пĕр хут кăна пăснă, 31 процент - сайра хутра, 16 процент юраман çĕрте яланах туртать. Мĕн сăлтавпа? 59 процент урăх çĕрте туртма май çуккине палăртать, 25 процент саккунпа килĕшесшĕн мар. Тĕп сăлтавсенчен пĕри, ахăртнех, - йĕрке хуралçисем саккуна пăсакана штрафламанни, иртен-çỹрен шарламанни. Полици ĕçченĕсем юраман çĕрте пирус туртнисен 88 процент нихăçан та штрафламан, асăрхаттарман. Саккун пĕлтĕр вăя кĕнĕ хыççăн усал йăларан 1 процент писнĕ, ыттисем чунри вăй-хал çирĕплĕхне саккунпа çыхăнтармаççĕ.