Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркомани патне йыхравлакан … футболкăсем

10 сентября 2014 г.

 Нумаях пулмасть Тутарстанри Зеленодольск районĕн сучĕ 43 çулхи хĕрарăма наркотик хутăшĕсене пропагандăланăшăн айăпланă. Вăл наркотиклă ỹсен тăран ỹкерчĕкне çапнă футболкăсем сутнă. Сутуçăн таварĕнче нарколог-психолог экспертизи "кăмăла çĕклентерекен реклама" курнă. Çакăн пекех курăну пирĕн республикăра та пулса иртнĕ. Наркоконтроль службин уйрăмĕн сотрудникĕсем хулари тĕп пасарта ют регион çынни наркотиклă ỹсен тăран ỹкернĕ футболка сутса тăнине курнă. Унăн та айăпĕ çирĕпленнĕ тата ăна штраф тỹлеттернĕ. Пропагандăлакан тума тăхăнакан та айăплă. Вĕсене 5 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттерме пултараççĕ. Çапла майпа тум-тир сутакансем кăна мар, туянакансем та тавар çине ỹкернĕ ỹкерчĕксем пирки тимлĕрех пулччăр. Енчен те вĕсем çинче наркотиксене пропагандăлани палăрсан, "эпĕ пĕлмерĕм" тесе тỹрре тухма тăрăшни те хăтараймĕ. Рекламăллă продукцие тата ăна хатĕрлекен оборудование конфискациленипе пĕрлех уйрăм çынсене 5 пин тенкĕ таран, должнăçри çынсене 50 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕллисене 1 миллион тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ. Юридици сăпачĕ пулса йĕркеленмесĕр предприниматель ĕçне илсе пыракансен ĕç-хĕлне 90 талăк таран административлă майпа чарса лартма палăртнă, çаплах вĕсен таварĕ-сене тата оборудованийĕсене конфискацилеççĕ.

А.ЮСУПОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика