Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аш хакĕ чакнă, сĕтĕн - ỹснĕ

13 сентября 2014 г.

 Район администрацийĕ суту-илỹ точкисенче черетлĕ мониторинг ирттернĕ, апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсемпе кăсăкланнă. Çакă палăрнă: юлашки вăхăтра сысна ашĕн хакĕ вăтамран 51 тенкĕ чакнă. Халĕ унăн пĕр килограмĕшĕн 240 тенкĕ ыйтаççĕ. Услам çу та 20 тенкĕ патнеллех йỹнерех, пĕр килограммĕ 249 тенкĕ те 78 пуса юлнă. Тип çу хакĕ те унчченхинчен пĕчĕкрех - пĕр литрĕ 45 тенкĕ те 78 пус. Тулă çăнăхĕ, купăста, рис хакĕсем те кăштах чакнă. Çав вăхăтрах шăнтнă пулă хакланнă - килограмĕ 75 тенкĕ те 66 пуса çитнĕ. Сахăр песукĕ те малтанхинчен икĕ тенкĕ хаклăрах (40 тенкĕ те 58 пус). Вермишель, сухан, кишĕр, вир кĕрпи палăрмаллах ỹсмен. Çăмартан пĕр теçетки вара 42 тенкĕ те 84 пуса çитнĕ. Сĕт хакĕ те ỹснĕ - унăн пĕр литрĕшĕн 37 тенкĕ те 12 пус кăларса хума тивет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика