13 сентября 2014 г.
![Юрлать, ташлать ветеран Юрлать, ташлать ветеран](../UserFiles/news/20140915/img_5131_Preview.jpg)
Бухгалтер ĕçĕ çăмăлах мар. Вăл пысăк тимлĕхпе, ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе тата кăмăл çирĕплĕхĕпе çыхăннă. Çак яваплă ĕçре чылай çул вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă арçынсем районта нумаях мар. Вĕсенчен пĕри - Пуянкассинчи Ф.Тимофеев. "Правда" хуçалăхра шут ĕçĕнче пĕр улшăнми 37 çул вăй хунă вăл. Хисеплĕ ĕç ветеранĕ Федор Алексеевич нумаях пулмасть хăйĕн 70 çулхи юбилейне палăртрĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çуралнăскерĕн, унăн ачалăхĕ çăмăлах пулман. Федя пĕчĕклех килти хуçалăхра, колхоз хирĕнче ĕçлеме пуçланă.1958 çулта ялти çичĕ çул вĕренмелли шкулта свидетельство илсен пурнăç йывăрлăхĕсене пула малалла пĕлỹ пухма май килмен - вун тăваттăри яш тăван колхозри выльăх-чĕрлĕх ферминче ĕç биографине пуçланă. Ĕçленĕ хушăрах каçсерен ялти шкулта вĕреннĕ, 9 класс пĕтернĕ. Анчах та каччă вăтам пĕлỹ илме ĕмĕтленнĕ. Федя вара ĕç пăрахсах Палтиелĕнчи вăтам шкула çỹреме тытăннă, 1963 çулта алла лайăх паллăсемлĕ аттестат илнĕ. Çак çулах Федор Алексеевича клуб пуçлăхĕ пулма çирĕплетнĕ. Ял çамрăкĕсемпе пĕрле сахал мар концерт-спектакль хатĕрленĕ вăл. Пĕрле хăй те юрланă-ташланă, тĕрлĕ рольсенче вылянă. 3 çултан ăна колхоз правленийĕ Тутарстанри (Тĕрлемесри) бухгалтерсем хатĕрлекен шкула вĕренме янă. Пĕр çулталăкран тивĕçлĕ документ илсен Ф.Тимофеева "Правда" колхозра тĕп бухгалтер çумĕ пулма çирĕплетнĕ. 1988 çултан тытăнса 2004 çулччен, тивĕçлĕ канăва тухичченех, Федор Алексеевич çак хуçалăхра тĕп бухгалтерта ĕçленĕ. Ăçта вăй хурсан та Ф.Тимофеев хăйне шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнă. 6 ача ашшĕ, 9 мăнукăн аслашшĕ тата кукашшĕ тĕрĕсем тĕрлеме те ăста. Вăл тĕрлесе илемлетнĕ сюжетлă картинăсем, салфеткăсем, ытти япаласем чуна ăшăтаççĕ, чĕрене çепĕç туйăмсем кỹреççĕ. Ф.Тимофеев пĕр хушă клубра вăй хунине асăнтăм ĕнтĕ. Юрлас-ташлас туртăм унра яланлăха юлнă. Федор Алексеевич чылай çул ĕнтĕ ялти "Аххаяс" фольклор коллективĕн ĕç-хĕлне активлă хутшăнать. Вăл хутшăнмасăр коллективăн пĕр концерчĕ те иртмест. Ф.Тимофеев юрлама та, ташлама та ăста. Н.Андреев купăсçă ташă кĕввине каланă, хĕрарăмсем алă çупса такмакланă май Федор Алексеевич сцена çинче урисене çăмăллăн вылятса тата килĕшỹл-лĕн ухăнса ташланине курсан, тỹрех асамлăх тĕнчине кĕретĕн. Сумлă юбилей ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламланă май, пире сцена ăсталăхĕпе нумай çул савăнтарма ырлăх-сывлăх сунатпăр Сире, хисеплĕ Федор Алексеевич.
И.АНАНЬЕВ.