Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чернобылецпа тĕл пулчĕç

13 сентября 2014 г.

 Сентябрĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 4-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче "Граждансен хăрушсăрлăхĕшĕн" ятпа граждан оборонипе массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ пырать. Уйăхлăх планĕпе килĕшỹллĕн, Шăмăршă районĕн тĕп больницинче ĕçлекенсем Чернобыльти атом электростанцийĕнчи хăрушă катастрофа инкекĕсене пĕтерме хутшăннă С.Уресметовпа тĕл пулчĕç. Сергей Петрович 1987 çулта Хусан патшалăх медицина институчĕнчен вĕренсе тухнă. Вĕреннĕ хушăрах çар кафедринче те пĕлỹ пухнă, дипломпа пĕрле ăна "медицина службин лейтенанчĕ" звани панă. 1990 çулхи март уйăхĕнче С.Уресметова çар сборĕсене чĕнсе илнĕ. Çар комиссариачĕ ăна Чернобыльти АЭС катастрофин инкекĕсене пĕтерес ĕçе хутшăнтарнă. Вырăна çитсен С.Уресметова медицина пункчĕн ертỹçи пулма шаннă. Çамрăк врач хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Правительство С.Уресметова "Чернобыльти АЭС инкекĕсене пĕтерме хутшăннăшăн" тата "Чернобыльти АЭС катастрофи пулнăранпа 25 çул" медальсемпе наградăланă. Тĕл пулу питĕ интереслĕ иртрĕ. Уйрăмах çамрăк специалистсем нумай ыйту пачĕç, Сергей Петрович пурин çине те туллин хуравларĕ.

С.ЯКОВЛЕВ, Шăмăршăри тĕп больницăри граждан оборонин штабĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика