Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта кĕтес ĕнене, кам пулăшĕ ял çыннине?

17 сентября 2014 г.

 Пĕр шутласан, паян ял кĕтĕвне ăçта çỹретес ыйту çивĕч тăмалла та мар пек. Колхозсемпе совхозсем арканнă хыççăн кĕтỹ çỹретмелли вырăнсем те нумайланчĕç. Шел, пур çĕрте те çапла мар иккен. Акă иртнĕ юн кун хаçат редакцине Палтиел çыннисем ушкăнĕпех килчĕç. Вĕсене ял кĕтĕвне ăçта çỹретесси пăшăрхантарать. Шыв хранилищи тунă хыççăн унчченхи улăх-çаран шыв айне юлнă. Ял çывăхĕнчи çĕрсене фермер аллине панă та, унта никама та кĕртесшĕн мар. Хире ăнсăртран кĕрсе кайнă ĕнешĕн фермер пин тенкĕ штраф тỹлеттересшĕн. Тỹлемесен ĕнине парса ямасть иккен. "Çакă саккунлă-и?" - ыйтаççĕ ял çыннисем. Саккунлă-и, саккунлă мар-и - кăна тивĕçлĕ органсем татса паччĕр. Анчах çакна калани вырăнлă пулĕ тетĕп: унтан та хăваласан, кунта та кĕртмесен ял халăхĕн выльăх-чĕрлĕхне ăçта кĕтмелле-ха? Çав вăхăтрах Палтиел ялĕ çывăхĕнче пушă выртакан, халĕ мăянпа ытти çум курăк çеç ашкăрса ỹсекен çĕр те çук мар. Акă унччен колхозăн хăмла пахчи пулнă çĕр лаптăкĕ - пурĕ 8 гектар ытла - юхăнса выртать. "Мĕншĕн кунта ял кĕтĕвне çỹретме ирĕк памалла мар-ха?" - ыйтаççĕ палтиелсем. Çак ыйтăва эпир Палтиел ял тăрăхĕн администрацине паратпăр. Халăх нуши-хуйхине ăнланса, вырăнти влаç кĕтỹ çỹретмелли вырăнсем тупасса шанса тăратпăр.

И.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика