17 сентября 2014 г.
Сакăр вунă çул урлă каçрĕ кăçал Маюк аппа. Шăпи çăмăл мар килнипех пуль, ватлăх енне пуссан сывлăхĕ нумай хавшарĕ. Пĕччен пурнăç пурнăç-и вăл? Тепĕр чух вырăн çинчен тăма та чĕптĕм вăй çук. Анчах, ахлаткаласа пулин те, çĕкленмеллех. Выльăх тытмасан та, кил хушшинче унти-кунти ĕç çук мар. Икĕ ывăлччĕ Маюк аппан. Асли - Гриша - пĕчĕк чухнех шыва путса вилчĕ. Пĕр урамри ачасемпе кайнă та шыва кĕме, ишме пĕлменскер тарăн авăртан тухайман. Тепĕр ывăлĕ - Володюк - хулара пурăнать. Çемьеллĕ. Çулталăкра пĕрре-иккĕрен ытла килеймест яла. Атте-анне килĕ турмасть пулмалла ăна. Ватă амăшĕ мĕнле пурăнни те шухăшлаттармасть ĕнтĕ. Апла пулин те Маюк аппа ăна ỹпкелемест, çын хушшинче те ывăлĕпе кинне ырласа çеç калаçать. Пысăк вырăнта ĕçлет Володюк, çавăнпах яла килме вăхăчĕ çук тесе ывăлне тỹрре кăларать. Паян та Маюк аппа вырăн çинчен йывăрпа тăчĕ. Сылтăм алли сурса ыратни çитменччĕ, пуçĕ те çаврăнать иккен. Çакăнтах вилсе выртсан та никам çук вĕт. Кил умне çăмăл машина çитсе чарăнсан шартах сикрĕ Маюк аппа. Кам килчĕ-ши? Володюк мар-ши? Чăнах та, ывăлĕпе кинĕ иккен. Ирех çитнĕ тата. Амăшне курасшăн тунсăхланă ĕнтĕ. Ывăлне курнипе чĕрине вăй кĕнĕн туйрĕ Маюк аппа, ура çине те çăмăлраххăн тăчĕ. Ачисене чей вĕретсе ĕçтерес тесе, тĕпелте ăшталанма пуçларĕ. - Кирлĕ мар, анне, эпир тутă, - терĕ Володюк. - Лар-ха пирĕн çумма, калаçмалли пур. Чĕри теме сисрех пуль, Маюк аппа сасартăках вăй-халĕ чакнине туйрĕ. Мĕнле хыпар пĕлтересшĕн-ши ăна ывăлĕ? - Анне, эпир сана Кỹкеçе, ваттисен çуртне вырнаçтарасшăн. Ял тăрăхĕн администрацийĕпе ĕç пĕтернĕ. Хăвнах лайăх пулĕ. Унти пурнăçа пурте мухтаççĕ тет. Мунча, телевизор пур ... Тăруках ним те калаймарĕ ватă çын. Унтан, ывăлĕ хăйне мĕн каланине ăнланса, ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ. Маюк аппа хăйне машина ăшне кĕртсе лартнине те, ялтан тухса аслă çулпа пынине те тĕлĕкри пек çеç туйрĕ. Ял хĕрринчи çỹллĕ ыраш пусси те, каçса кайсах авăтакан путене те, тăрна куç пек тăрă çырма та яланлăхах çухалчĕç ĕнтĕ ун куçĕнчен. Кивĕ масарпа çĕнĕ масар та аякка-аякка тăрса юлчĕç. - Володюк, чар-ха, чар машинуна! - пĕтĕм вăйне пухса тилмĕрчĕ амăшĕ. - Мĕн пулчĕ тата? - çиллессĕн ыйтрĕ ывăлĕ. Хăй çавах машинине чарчĕ, кабина алăкне уçсах пачĕ. - Çук, каймастăп эпĕ ваттисен çуртне, Володюк, - терĕ Маюк аппа. - Ытлах эпĕ сана йывăрлăх кỹретĕп пулсан, ан та килсе çỹре. Масар çинче аçу выртать вĕт, тетỹ. Ман валли те вырăн тупăнĕ унта. Ватă çын кунчаллă калушне тăхăнчĕ те, сулкалана-сулкалана çул хĕрринелле утрĕ. Çулĕ пĕрре - ялалла, тăван кил енне. Паян çитейĕ-и унта, ыран-и - анчах çитетех. Вара вилсен те юрать. - Анне, мĕн хăтланатăн эс? Хăвнах лайăх тăвасшăн вĕт, мĕн ухмахланатăн? - шиклĕн калаçрĕ Володюк, çулпа сĕнкĕлтетекен амăшĕ хыççăн утнă май. - Çук, ан чар мана, ялах каятăп, - вăйсăррăн пăшăлтатрĕ Маюк аппа. - Ваттисен çурчĕ сирĕн валли пултăр... Çак сăмахсене илтсен, Володюк тăпах чарăнчĕ. "Аннене "анне" тееççĕ..." - пырса кĕчĕç хăлхана уçă кабинăри радио шăрантаракан юрă сăмахĕсем. - Хуп алăкна, вăрăм тунасем кĕрсе тулаççĕ, - çиллессĕн кăшкăрчĕ вăл арăмне. Унтан, урăх пĕр сăмах та чĕнмесĕр, кабинăна кĕрсе ларчĕ. Çутă сенкер "иномарка" пысăк хăвăртлăхпа хула еннелле вирхĕнчĕ.
И.САЛАНДАЕВ.