17 сентября 2014 г.
![Лайăххисен шутĕнче Лайăххисен шутĕнче](../UserFiles/news/20140918/sovetskaya_chuvashiya_Preview.jpg)
Сентябрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарти "Энергия" стадионта "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, СССР космонавт-летчикне А.Г.Николаева халалланă 76-мĕш эстафета пулса иртнĕ. Ăмăртăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев уçнă, спортсменсене саламласа ăнăçлă стартсем суннă май пирĕн республика Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕнче Раççей регионĕсем хушшинче чи лайăххисен шутĕнче пулнине палăртнă. Эстафетăна виççĕр ытла команда хутшăннă, вăл шутран пирĕн районтан - тăваттă. Вĕсем "Районсемпе хуласен администрацийĕсен командисем", "Массăллă информаци хатĕрĕсен командисем", "Спорт ветеранĕсем", "Шкулсен командисем" номинацисенче ăмăртнă, пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх чи лайăх вунă команда йышне кĕме пултарнă.
В.АНТОНОВ.