17 сентября 2014 г.
Прокуратурăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăрман Законодательстви мĕнле пурнăçланнине те тĕрĕслесе тăрать вăл, вăрман промышленноçĕнчи преступленисене вăхăтра тупса палăртас тĕлĕшпе те тимлет. Прокуратурăн кăçалхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пама район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ С.Егоров кăмăл турĕ. - 2014 çулта вăрман хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлекен предприятисенче, çавăн пекех вăрманпа усă куракансем Законодательствăна, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслерĕмĕр, - терĕ чи малтанах Сергей Ильич. - Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче вăрман фончĕн участокĕсемпе мĕнле усă курнине, аренда тỹлевĕсене, вăрмана çĕнетес ĕçсене тĕпе хунă. "Саид" сахал яваплă пĕрлешỹри тĕрĕслевсенех илер-ха. Кунти пилорамăра хăш-пĕр çитменлĕхсем палăрчĕç. Сăмахран, ĕç вырăнĕсене аттестацилемен, рабочисене ятарлă ĕç тум-тирĕпе тивĕçтермен, харпăр хăйне хỹтĕлемелли хатĕрсем çук. Тепĕр çитменлĕх - предприятире çынсене ĕç сыхлавĕн требованийĕ-сене вĕрентменни, тĕрĕслеменни. Кунсăр пуçне ĕç сыхлавĕн услови- йĕсене лайăхлатмалли мероприятисене укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли плана та туса хатĕрлемен. - Сергей Ильич, çакă Ĕç Кодексне пăсни мар-и? - Çапла. Çакă "Саид" ООО ертỹçи Л.Кошкин административлă право йĕркине пăснипе танлашать. Ертỹçе явап тыттарма, штраф тỹлеттерме тиврĕ. - Вăрмана сиен кỹрекенсене тупса палăртас ĕç эффективлăхĕ пирки мĕн каланă пулăттăр? - Кăçал район территорийĕнче экологи сфери тĕлĕшĕпе пĕр уголовлă ĕç пуçарнă. Малтанхи тĕрĕслев çакна кăтартса пачĕ: "Шăмăршă лесничестви" хысна учрежденийĕнчи Чукалти участок лесничествинче июнь уйăхĕнче пĕр çын сакăр тĕп юмана касса йăвантарнă (2,96 кубла метр), тепĕр типнĕ юман та пăчкăран хăтăлса юлайман. Пĕтĕмĕшле тăкак - 80614 тенкĕлĕх. Сахал мар çакă. Айăплин, паллах, явап тытма тиветех. Çакăн пирки халĕ следстви пырать. - Вăрманăн хăрушă тăшманĕ - пушар. Сергей Ильич, çак инкекрен сыхланас ĕçре йĕркене пăснă тĕслĕхсем çук-и? - Çук тени чăнлăха пăсни пулĕччĕ. "Форест" сахал яваплă пĕрлешỹн пилораминех илер-ха. Унта пушар хăрушсăрлăхне мĕнле пурнăçланине тĕрĕслерĕмĕр. Ку ĕçе районти тĕрĕслев ĕçĕн уйрăмĕ те (ОНД) хутшăнчĕ. Йĕркене пăсни çийĕнчех курăнчĕ: кунта стенасене, урайне турпасран, хăвăрт хыпса илме пултаракан япаласенчен тасатман. Производство пỹлĕмĕнче пушар щичĕсене инструментсемпе, инвентарьпе тивĕçтермен. Ертỹçĕ, çавăн пекех, огнетушительсене пăхса тăрассине, тĕрĕслессине, вăхăтра зарядка тăвассине те куçран вĕçертнĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн паллисене йĕркеллĕ тытманни те - саккуна пăхăнманни. "Форестра" çавăн пекех хăйăр тултарнă савăт та çук. - Ахăртнех, ку пĕртен пĕр тĕслĕх кăна мар пулĕ? - Паллах. Кун пеккисем "Саид" сахал яваплă пĕрлешỹре, Н.С.Портнов тата А.Н.Романов уйрăм предпринимательсен те палăрчĕç. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманшăн кăна административлă право йĕркине пăснăшăн тăватă ĕç пуçарнă, ертỹçĕсенчен 6000 тенкĕ штраф шыраса илнĕ, çитменлĕхсене пĕтерме хушса хăварнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăннине тĕрĕслесе тăрасси те манăçа юлмасть. Кун пек чухне ялсенчи вăрмансен çывăхĕнчи объектсене те шута илетпĕр. Саккун тăрăх кашни объектăнах пушар хăрушсăрлăхне сирсе ямалли система пулмалла. Хỹтĕлев объекчĕ - продукци, уйрăм тата юридици сăпатлă çынсен пурлăхĕ, патшалăхпа муниципалитет пуянлăхĕ. Вĕсем пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене тивĕçтермелле. Инкеке сирсе яма хỹтĕлев тăрăхĕсем йĕркелени, типĕ курăка, туратсене вăхăтра пуçтарни те пулăшать. - Сергей Ильич, çакна ял тăрăхĕсенче шута илеççĕ-и? - Калăпăр, Шăмăршă ял тăрăхнех илер. Кунта маларах асăннă мероприятисенчен пĕрне те пурнăçламан. Енчен те кĕтмен инкек сиксе тухнă пулсан? Юрать-ха, кун пекки пулмарĕ. Мĕнрен килет-ха йĕркене пăхăнманни? Çакă должноçри çынсем яваплăха туйманнипе çыхăннă. Çакнашкал тĕслĕхсем Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче те пур. Çакăншăнах "Шанс" сахал яваплă пĕрлешĕве те представлени тăратнă. - Производство каяшĕсене тасатас, Вăрман Законодательствипе çут çанталăка сыхлас ыйтусем çине куçар-ха. - Ку тĕлĕшпе "Шăмăршă лесничестви" хысна учрежденийĕнче çитменлĕхсем пур. Çакă Шăмăршăри участок лесничествин вăрман фондне кĕрекен лаптăкĕсене тĕрĕсленĕ чух палăрчĕ. Çỹп-çапа вăхăтра тасатманни тỹрех куçа курăнать. Пушар тухасран та хăрушă çакă. Асăрханă çитменлĕхсем пирки "Шăмăршă лесничестви" хысна учреждени ертỹçи пирки представлени тăратнă, административлă майпа явап тыттарнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче "Чувашэнергосетьремонт" ОАО та йĕркене пăсни палăрчĕ. Унта ĕçлекенсем Шăмăршăри участок лесничестви урлă иртекен ЛЭП-110 КВ трассăна тасатнă чух требованисене пăхăнман, каснă йывăçсене клемме çапса кирлĕ пек купаламан. Çакăншăн та "Чувашэнергосетьремонт" ертỹçине дисциплинарлă майпа явап тыттарнă.
В.МИХАЙЛОВ калаçнă.