Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Терроризма хирĕç - пĕрле"

20 сентября 2014 г.

 Бесланти трагедиллĕ пулăм пулса иртнĕренпе вунă çул çитнине халалласа Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта "Терроризма хирĕç - пĕрле" темăпа информаци буклечĕсен, листовкăсен, асăрхаттарусен конкурсĕ пулса иртнĕ. Пултарулăх тупăшăвне 5-11 классенче вĕренекенсем хутшăннă. "Буклет" номинацире Кирилл Угарин (5 класс), Павел Краснов (6 класс) тата Александра Краснова (8 класс) малтанхи вырăнсене йышăннă. "Асăрхаттару" номинаци çĕнтерỹçисем - Вероника Романовапа Екатерина Савельева (5 класс), Виктория Угарина (8 класс). "Листовка" номинацире вара Ксения Кузьминан (5 класс) ĕçне чи лайăххи тесе йышăннă. 9-11 классенче вĕренекенсем хушшинче тĕрлĕ номинацисенче Наташа Васильева (9 класс), Ангелина Кокуркина (10 класс), Екатерина Кузьмина (11 класс), Яна Харитонова (9 класс) палăрнă.

Н.УГАРИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика