20 сентября 2014 г.
Сентябрĕн 10-мĕшĕнче Хайпăла ялĕнчи хисеплĕ ватă Александра Ивановна Краснова 90 çул тултарчĕ. Йывăр та пархатарлă пурнăç çулĕпе утса тухнă Александра Ивановна. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Улатăр çывăхĕнче окоп чавма хутшăннă, пĕтĕм вăй-халне Çĕнтерĕве çывăхартассишĕн панă. Мĕн ватăличченех тăван колхозра ĕçлесе Хисеп грамотисемпе парнесем илме тивĕç пулнă. Халĕ те - тăхăр вунна çитнĕ пулин те - йăмăкĕпе пĕрле тĕреклĕ хуçалăх тытаççĕ, сыснасемпе чăх-чĕп усраççĕ,пахча-çимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ. Çак кунсенче юбиляр патĕнче хăнасем пулчĕç. Районти халăха социаллă пулăшу паракан пай ертỹçи Н.Ендиеров Александра Ивановнăна Раççей Президенчĕ В.Путин янă Тав çырăвĕпе чысларĕ. - Çак ырă пурнăçра тата та савăнса пурăнасчĕ-ха, - терĕ савăнăç куççульне тутăрпа шăлса ĕç ветеранĕ.
А.КУЗЬМИН, Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.