Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветеран - тăхăр вуннăра

20 сентября 2014 г.

Ветеран - тăхăр вуннăра

 А.Камкин, çак кунсенче тăхăр теçетке хыçа хăварнăскер, Ирçе Тĕкки ялĕнче çуралса ỹснĕ. Алексей Егорович - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, 1943-1945 çулсенче фронтра пулнă, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн паттăрлăх кăтартнă, орден-медальсене тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн тăван яла таврăннă ĕнерхи салтак, колхозра ĕçлеме тытăннă, мăшăрĕпе пĕрле çичĕ ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вун пилĕк мăнукпа вĕсен вун пĕр ачи халĕ хисеплĕ ветеранăн. Чăннипех куç тулли савăнăç! Тăхăр вунă çул - паллă çул. Чаплă юбилейпе ветерана район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн ертỹçи В.Петьков, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Н.Ендиеров тата Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Н.Дмитриев ăшшăн саламларĕç, Александр Егоровича Раççей Президенчĕн В.Путинăн Салам Çырăвĕпе, парнесемпе чысларĕç.

А.СМАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика