Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » М. Игнатьев - Канашра

20 сентября 2014 г.

 Çак кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канашра пулнă. Кунта чукун çул çинче вăй хуракансем нумай хваттерлĕ çурта пурăнма кĕнĕ. Çавна май иртнĕ савăнăçлă уява Михаил Васильевич тата "Раççей чукун çулĕсем" АУО филиалĕ - Чул хула чукун çулĕсен пуçлăхĕ Анатолий Лесун хутшăннă. М.Игнатьев хваттер уççисене алла илнисене саламласа Чăваш Енпе Раççей чукун çулĕсен ертỹлĕхĕ хушшинче тачă çыхăну йĕркеленнине, халĕччен çирĕп-летнĕ килĕшỹсем пурнăçланнине, çавна пула çынсен социаллă ыйтăвĕсене татса пама май килнине палăртнă. Канашри чукун çул вокзалĕнче Чăваш Республикипе "Раççей чукун çулĕсем" общество пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан нумай çуллăх килĕшĕве алă пуснă. А.Лесун 2013 çулта Чăваш Енри чукун çулсене аталантарма 750 млн тенкĕлĕх инвестици хывнине пĕлтернĕ. Кăçал 680 млн тенкĕ ĕçе кĕртесшĕн. Хальхи вăхăтра Канашра тепĕр проект пурнăçа кĕрет: локомотив деповĕ çĕкленет. "Вăл никĕс предприяти пулĕ. Унта çĕнĕ технологисене хута ярĕç. Вун-вун ĕç вырăнĕ тăвăпăр. Объекта 400 млн тенкĕлĕх инвестици явăçтарнă ĕнтĕ", - тенĕ Анатолий Лесун. Канашра вăл кивелсе çитнĕ пурăнмалли вырăнсенчен çĕнĕ çуртсене куçармалли программăпа килĕшỹллĕн тунă 65 хваттере кĕрекенсене уçăсем панă май ирттернĕ савăнăçлă уява та хутшăннă. "Кунта Раççейĕн 187 гражданинĕ çĕнĕ пỹрт уявĕ кĕрлеттерĕ. Пĕтĕмĕшле илсен çакă влаçăн мĕн пур шайри тытăмĕсем тухăçлă ĕçленине çирĕплетет!" - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика