Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманçăсем уçрĕç алăк

20 сентября 2014 г.

 "Шăмăршă лесничестви" хысна учрежденийĕнче вăрман ĕçченĕсен кунне халалласа "Вăрмансем уçрĕç алăк" акципе килĕшỹллĕн тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Вăрманçăсен ĕçĕ, тỹрех каламалла, тулли те курăмлă. Кашниех çакна тỹрех ăнланса илеймест те пулĕ. Ахальтен каламан ĕнтĕ: "Йывăç мĕнле ỹснине курас тесен вăрмана кĕрсе кур". Çут çанталăк илемне те çакăнсăр кураймăн, тăван тавралăхпа çын хушшинчи çыхăнăва ăнланаймăн. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем, Палтиелĕнчи шкул лесничествин членĕсем, Чăваш наци телевиденийĕн ĕçченĕсем вăрман отраслĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах паллашрĕç, хăйсемшĕн çĕннине сахал мар пĕлчĕç. Вăрман сыхлавĕн музейне кĕрсе курни те нумайлăха асра юлĕ. Акцие хутшăнакансем ятарлă аллея та лартса хăварчĕç, питомника çитсе курчĕç. Питомник - вăрман хуçалăхĕшĕн ача сачĕпе пĕрех: вуншар çултан кашласа ỹсмелли йывăçсен хунавĕсем шăпах çакăнта вăй илсе аталанаççĕ. Кунта кашни çулах пиншер те пиншер тĕп хунав çитĕнтереççĕ. Халĕ çак питомникра Юрий Харитонов, Роза Любимова, Галина Харитонова, Анастасия Ильичева, Вера Вашуркина, Алена Кузьмина вăй хураççĕ. Вĕсене ĕçре ертсе пыраканĕ Наталья Эсливанова. 

Р.Любимова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика