20 сентября 2014 г.
Иртнĕ юн кун районта пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулса иртнĕ. Хальхинче ăна октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче республикăра иртекен "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумне тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн халăх пурнăçне лайăхлатмалли, çынсен сывлăхне çирĕплетмелли мерăсем çинчен йышăннă Указне тĕпе хурса йĕркеленĕ. Информаци кунне ирттерме Шупашкартан ĕçлĕ ушкăнсем килсе çитнĕ. Пĕрремĕш ушкăн, çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн пĕрремĕш çумĕ Е.Юшин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Никифоров ертсе пынипе, Пуянкасси ял тăрăхĕнче пулнă, кунти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул, ял тăрăхĕн администрацийĕн коллективĕсемпе, "Колос" ЗАО ĕçченĕсемпе тĕл пулнă, кун йĕркинчи ыйтусемпе калаçусем ирттернĕ. Чăваш Республикинчи стандарт, метрологи тата тĕрĕслевсен регионти Патшалăх центрĕн директорĕ С.Абрамов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн ертỹçи В.Петьков ертсе пынă ушкăн вара Карапай Шăмăршăри психоневрологи интернатне, ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула çитсе курнă, вĕсен коллективĕсемпе, ял çыннисемпе тĕл пулса калаçнă. Район администрацийĕн пуçлăхне В.Фадеева тата администрацин яваплă ĕçченĕсене хальхинче Анат Чаткас ял тăрăхĕнче кĕтсе илнĕ. Информаци кунĕн ушкăнĕ ялти шкул коллективĕпе тĕл пулу ирттернĕ, "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче кĕрхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланнă. Пĕрлĕхлĕ информаци кунне хутшăннисем çынсене харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.