20 сентября 2014 г.
Сентябрĕн 15-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ граждан оборони, чрезвычайлă лару-тăру тата çут çанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес енĕпе ĕçлекен министрĕпе Владимир Пучковпа тĕл пулнă. Михаил Игнатьев МЧС ертỹçине 2013 çулта Çĕрпỹ районĕнчи Туçи ялĕнчи нумай хваттерлĕ çуртра газ сирпĕннĕ май тухса тăнă чрезвычайлă лару-тăру сиенне пĕтерес енĕпе кỹнĕ пулăшушăн тав тунă. Унта пурăннисем валли çĕнĕ çурт çĕкленĕ, çав çурта куçнă çемьесенче икĕ ача çуралма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Республика Пуçлăхĕ юлашки 5 çулта чрезвычайлă лару-тăрура, пушарсенче, шыв объекчĕ- сенче вилнисен шучĕ чакнипе çыхăннă туртăм палăрни çинчен пĕлтернĕ, çакă профилактика ĕçĕн тухăçлăхне çирĕплетет. Михаил Игнатьев федераци министрне Шупашкарти Петров урамĕнчи 5 хутлă çурт подъезчĕ ишĕлес хăрушлăх тухса тăнине кура регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимĕпе усă курни çинчен евитленĕ, РФ Правительствин пуçлăхĕн Дмитрий Медведевăн ячĕпе резерв фондĕнчен çĕнĕ çурт тума каякан тăкаксен пĕр пайне саплаштармашкăн çурт-йĕр сертификачĕсем уйăрма ыйтнă. Владимир Пучков Раççей МЧСĕ Чăваш Республикипе пĕрле шар курнă çынсене май пур таран пулăшма кирлĕ ĕçсене пурнăçламашкăн шантарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăн кăçалхи 8 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Енри предприятисем чикĕ леш енчен кỹрекен продукцие улăштарма пултаракан таварсем туса кăларнине, вĕсемпе МЧСа тивĕçтерме хатĕррине палăртнă. Владимир Пучков Чăваш Ен юлашки çулсенче кал-кал аталанни, çынсен пурнăçне лайăхлатмалли проектсене ăнăçлă пурнăçлани çинчен каланă. МЧС аварипе çăлав продукцийĕн производствипе çыхăннă саккассене Чăваш Енри предприятисене памалли майсене тишкерме хатĕррине çирĕплетнĕ. Çавăн пекех вăл РФ МЧСĕн республикăри управленийĕн çуртне реконструкцилеме тата Шупашкарта Кризислă лару-тăрури управлени центрне туса хума 80 млн тенкĕ уйăрмашкăн йышăнни çинчен пĕлтернĕ. Тĕл пулура çавăн пекех Шупашкар тата Чăваш автономийĕн юбилейĕсене уявламалли тĕп мероприятисен планне пурнăçлас ыйтусене те сỹтсе явнă.
К.ВАСИЛЬЕВ