Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвĕнче

20 сентября 2014 г.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвĕнче

 Сентябрĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвне хутшăннă.

Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, Раççейри бизнес ыйтăвĕсем, çимĕçсене хатĕрлеме технологисене çĕнетессине, ВТО йĕркине ытларах пăхăнасси, регионсенчи экономикăна çĕклесси, малта пыракан предприятисенче нумай çуллăха йышăннă программăсене пулăшассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Ларăва уçнă май, Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче тĕнче экономикинче юлашки вунă çул хушшинче структурăра тарăн ылмашусем пулса иртнине каланă. Предпринимательсен климачĕ тĕпрен çĕнелсе пыни куç кĕретех. 16 çул калаçу йĕркеленĕ хыççăн, Раççей ВТО кĕнĕ. Патшалăх Ертӳçи федераци тата регионсем шайĕнчи влаçсене экономикăн секторне аталантарма витĕм кӳресси пирки калаçу хускатнă. Производство тытăмĕнче ĕçлеме пысăк квалификациллĕ специалистсене хатĕрлеме, инфратытăма аталантарма, кредитсемпе усă курассине анлăрах сарасси пирки сăмах пуçарнă. Палăртнă ыйтусемпе çивĕч ĕçлесе пыма сĕннĕ. Раççей экономика Министрĕ Алексей Улюкаев хăйĕн сăмахĕнче производствăн калăпăшне ӳстерсе пыма нумай çуллăх уйăрнă кредитсем ытларах витĕм кӳме пулăшнине асăннă. Белгород облаçĕн Губернаторĕ Евгений Савченко хăйĕн сăмахĕнче, Китай Халăх Республикипе çыхăну тытассине çĕнĕ шая илсе çитерме сĕннĕ. Шăпах, вĕсем Раççей стратегийĕшĕн тĕп партнерĕсем пулма пултарнине каланă. Воронеж облаçĕн Губернаторĕ Алексей Гордеев хăйĕн докладĕнче ял хуçалăх тытăмне пулăшу кӳмелли çинчен сăмах пуçарнă. Юлашки икĕ çул хушшинче Раççей Ял хуçалăх министерстви сĕт-çу фермисене çĕнетме тата çĕнĕрен хăпартса лартма хатĕрленĕ проектсене пурнăçа кĕртессипе пулăшу кӳменнине палăртнă. Тен çавăнпа та пулĕ, сĕтпе çыхăннă ыйтусем йывăрлăх кăларса тăратаççĕ пулĕ. Калăпăр, Воронеж облаçĕнче инвестицие хывнă кредит пайĕсене парса татмаллин субсидисен калăпăшĕ федераци бюджетĕнчен 140 млн. тенкĕллĕх пуçтарăнса кайнине каланă. Чăваш Енре импорт таварĕсен пайĕ пасарта самай ӳсни сисĕнет. Сăлтавĕ, «Промтрактор-Вагон» АХП, «Хĕвел» ООО, «Керамика» ООО, «ГиПор-М» ООО, «Проектэлектротехника» ООО, «Акконд АУП, «ТУС» АХП, «Букет Чувашии» АУП, «Агрохолдинг «ЮРМА» ООО, «Чувашавтодор» АУП республикăри предприятисем ют çĕр-шывсенчен пысăк технологиллĕ хатĕрсене туяннипе çыхăннă. Малашлăхра ыйтăва вырăнтан хускатма пăхса хăварнă. Импорт пайне сахаллатма палăртнă. Чăваш Республикинче апат-çимĕç таварĕсем пахалăх енчен ыттисенчен лайăхрах та пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Унсăр пуçне химипе, тимĕр хатĕрĕсенчен калăпланă таварсен пахалăхĕ те пурне те тивĕçтерет. Шыв, газ, электроэнерги валеçессипе çыхăннă производство тытăмĕ те курăмлăн ĕçлесе пырать. Çапах та, патшалăх енчен çĕрĕç тытăмĕ, транспортсемпе çыхăннă хатĕрсем калăплама пулăшу кирли никамшăн та вăртăнлăх мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика