24 сентября 2014 г.
Раççей Федерацийĕн Правительствин Хушăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви педагогсен хор ăсталăхне аталантарас тĕллевпе Патăрьел районĕнче пуçласа учительсен пĕрлештернĕ хорĕсен конкурсĕн зонăри тапхăрне ирттернĕ. Унта Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчи 132 вĕрентекен хутшăннă. Конкурса хутшăнакансем хăйсене пур енлĕн кăтартма тăрăшнă. Жюри кĕвĕпе калаçу çыхăнăвне, юрăсен килĕшĕвне, тĕрĕс юрлама пĕлнине, сасса упрама пултарнине, сцена культурине те çирĕп шута илнĕ. Çакна палăртмалла: конкурсра Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул учителĕ Константин Анисимов йĕркелесе ертсе пынă хор "Пултарулăхшăн чикĕ çук" номинацире çĕнтернĕ.
Н.МИЛЮШКИНА.