Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.Сидорова асăнса - турнир

24 сентября 2014 г.

В.Сидорова асăнса - турнир

 Милици майорне В.Сидорова асăнса пирĕн районта çуллен волейбол турнирне йĕркелеççĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕн спорт залĕнче нумаях пулмасть каллех çакнашкал мероприяти иртрĕ. Тỹрех каламалла: волейболистсен командисен хушшинчи ăмăрту хĕрỹ пычĕ. Анчах та полицин Патăрьелĕнчи пайĕн сотрудникĕсен команди пуринчен те вăйлăрах пулни палăрчĕ. Полицин Шăмăршăри уйрăмĕн сотрудникĕсен команди - иккĕмĕш, Шăмăршă ял тăрăхĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. В.Сидоровăн мăшăрĕ Марина Сергеевна волейболистсене турнира хутшăннăшăн пурне те пĕтĕм чун-чĕререн тав турĕ. Çавăн пекех спонсорсене те тав сăмахĕсем каларĕ. 

В.АНТОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика