24 сентября 2014 г.
Çак кунсенче районти ЗАГС уйрăмĕнче "Чун кăшкăрни - чун ыратăвĕ" темăпа çавра сĕтел пулса иртнĕ. Унти тĕп ыйтусенчен пĕри - мăшăрсем пĕр-пĕринчен уйрăлни, çемьесене сыхласа хăварасси. ЗАГС уйрăмĕн ертỹçи Е.Федорова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи сакăр уйăхра районта 26 мăшăр уйрăлнă. Ку кăтарту иртнĕ çулхи çак шайран пĕчĕкрех пулин те, савăнмалли тĕслĕх мар. Малтан пĕр-пĕрне юратса, ĕмĕр пĕрле пурăнма тупа туса пĕрлешнĕ çынсене çемьесене сыхласа хăварма мĕн чăрмантарнă-ха? Çакăн сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Уйрăлма кăмăл тунисем 25-39 çулсенчи çынсем. Вĕсенчен 25-ĕшне суд урлă уйăрнă, ыттисене - хăйсем килĕшнĕ тăрăх. Уйрăлакансем ытларах чухне çакна психологи, çурт-йĕр, экономика проблемисемпе çыхăнтараççĕ: характерсем пĕр пек мар имĕш, ашшĕ-амăш килĕнче пурăнма май çук е упăшки укçа сахал ĕçлесе илет. Мăшăрсем пĕр-пĕрне улталани те пулкалать пулĕ. Тепĕр сăлтав - çемьере ача пулманни. Ача-пăчаллă çемьесем уйрăлни те шухăша ярать. Пепкене ашшĕсĕр е амăшĕсĕр тăратса хăварни унăн психикине ĕмĕрлĕхех амантса хăварать вĕт. Ытларах чухне çакна шута илменни сисĕнет. Çемьесене упраса хăварас тесен мĕн тумалла-ха? Çавра сĕтеле хутшăннисем чи малтанах çемье институтне çирĕплетмеллине палăртрĕç, ял тăрăхĕсенчи демографи лару-тăрăвĕн ыйтăвĕсене хускатрĕç. Калаçăва хутшăннисем çакнашкал пĕтĕмлетỹсем патне пырса тухрĕç: малашне çемьесемпе уйрăммăн ĕçлессине лайăхлатмалла, чылай çул пĕрле пурăнакансене чыслассине манăçа хăвармалла мар, çамрăк çемьесен клубне çĕнĕрен йĕркелесе ямалла. Çавăн чухне кăна чун кăшкăрни чун ыратăвĕ пулмĕ.
М.ЕФИМОВА.