Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмпа фестивалĕ

24 сентября 2014 г.

Кăмпа фестивалĕ

 Вăрман çимĕçне - кăмпана - халалласа ятарласа фестиваль ирттерни халĕччен пулманччĕ-ха. "Вăл та кирлĕ", - çакнашкал шухăш патне пырса тухрĕç "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче вăй хуракансем. Сăлтавĕ те çук мар. Парк территорийĕ тĕрлĕ кăмпаран чăннипех те пуян: шурă кăмпа, масла, кăрăç - шутласа пĕтерейĕн-и вара? Кашнийĕн - хăйĕн уйрăмлăхĕ, хăйне евĕрлĕхĕ. Хушăран вара эпир тĕл пулманнисем те тупăнкалаççĕ. Тỹрех каламалла: кăмпа фестивальне хутшăнас текенсем Баскак поселокне йышлăн пухăнчĕç. Хăнасем хамăр районтан çеç мар, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкартан, кỹршĕллĕ Тутар Республикинчен те килсе çитнĕ. Пурте - "лăпкă сунара" кăмăллакансем. Вĕсен хушшинче ачасем пулни те савăнтарчĕ. Çут çанталăка юратма вĕренесси шăпах вăрмана çитсе курнинчен пуçланмасть-и вара? Унта - куç тулли илем, виçесĕр пуянлăх. Фестивале Шăмăршăри Культурăпа кану центрĕнчи ачасен "Антонина" ташă ушкăнĕ те илем кỹчĕ, ытти пултарулăх коллективĕсем те кăмпа темипе çыхăннă юрăсемпе савăнтарчĕç. Тĕрлĕ кăмпаран нумай-нумай апат хатĕрлеме пулать. Ку тĕлĕшпе вара фестивале килнисем çынсене вуншар блюдо ас тивсе пăхма сĕннинчен тĕлĕнмелли çеç юлать: пĕр пекки пачах та çук! Кашнин - хăйĕн уйрăмлăхĕ, тутлăлăхĕ. Уçă сывлăшра хырăм ытларах выçать те - хурса панă, сĕннĕ апатран ниепле те уйрăлаймăн. Ахальтен мар пулĕ ĕнтĕ кăмпана халăхра "иккĕмĕш аш" теççĕ. Çакна та каласа хăвармалла: "Кăмпа фестивалĕ" Вăрман ĕçченĕсен кунĕпе пĕр вăхăтра килчĕ. Çавна май тĕрлĕ конкурссем те сахал мар пулчĕç, кашниех хăйне лайăх енчен кăтартма тăрăшрĕ. Чи кăсăкли - кĕнекесен "Кăмпа карти" куравĕ. "Вăрман уçланкинче - кăмпасем" фото ỹкерчĕксен куравĕ те чăннипех пуян пулчĕ. Фестивале хутшăнакансем экологи сукмакĕсемпе те хаваспах утса тухрĕç.

Н.ИГНАТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика