06 февраля 2013 г.
Ача аслисен хăтланчăшне, калаçăвне çăмăллăнах ÿкерсе илет, вĕсем пек пулма хăтланать. Çавăнпа та шăпăрлансем ыррине, лайăххине кăна курса ÿсчĕр тесен вĕсене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшмалла.
Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕнче вăй хуракансем ачасемпе тĕрлĕрен мероприятисем, вĕрентÿ-хăнăхтару занятийĕсем час-часах йĕркелеççĕ. Нумай чухне уявсене ашшĕ-амăшне те чĕнеççĕ. Ара, курччĕр, паллашччĕр хăйсен пепкисен пултарулăхĕпе аслисем.
"Капитошка" кĕçĕннисен 2 ушкăнри Марина Драгунова воспитатель ачасемпе традициллĕ мар ÿкерчĕк тăвассипе паллаштарчĕ. Пĕчĕккисем Марина Борисовна каласа паракан юмах тăрăх тăварпа тата çилĕмпе усă курса юр ÿкереççĕ. Хĕр ачасемпе арçын ачасем савăнса кайсах ĕçе пурнăçлаççĕ, юмахри мулкача "юр хыçне" пытараççĕ.
"Умка" вăтам ушкăнри Валентина Севрюгина воспитатель шăпăрлансене Лунтикпа "тĕл пултарчĕ". Юмахри геройăн ыйтăвĕсене хуравласа, ĕçĕсене пурнăçласа ачасем геометри фигурисенчен ракета ăсталарĕç, уçлăха "ăсатрĕç". Вĕçевре вĕсене нумай кĕтменлĕх, тĕлĕнтермĕш кĕтрĕ. Пултаруллă та хастар "Умка" ушкăн ачисене Лунтик пылак çимĕçпе сăйларĕ.
Çакнашкал мероприятисем, хăнăхтарусем ачасен тавра курăмне анлăлатма, шухăшлавне вăйлатма пулăшаççĕ, ĕçе хăнăхтараççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те воспитательсен ĕçĕпе кăмăллă.