06 февраля 2013 г.
ЧР ЯЛ ХУÇАЛĂХ министерствинче республикăри VI хĕллехи ял спорт вăййисене ирттересси тата Пĕтĕм Раççейри VI хĕллехи ял спорт вăййисене хутшăнасси пирки канашлу пулнă.
Унта ЧР ял хуçалăх тата физкультурăпа спорт министрĕсен çумĕсем Наталья Виноградовăпа Алексей Яковлев, Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Петров тата спорт организацийĕсен ертÿçисем тухса калаçнă.
Алексей Яковлев пĕлтернĕ тăрăх – республикăри хĕллехи ял спорт вăййисем февралĕн 14-15-мĕшĕсенче Йĕпреç тăрăхĕнче иртĕç. Спортсменсем шывра ишессипе, йĕлтĕрпе ярăнассипе, полиатлон енĕпе кире пуканĕ йăтассипе, хоккейла, шашка-шахматла выляссипе ăмăртĕç.