27 сентября 2014 г.
(Паллă ентешĕмĕр В.Яковлев çуралнăранпа 75 çул çитнĕ май)
Истори чăнлăхĕ ку, пурнăç та çакнах çирĕплетет: пултаруллă, ăста çынсем шăпах ялта çуралса ỹссе анлă çул çине тухаççĕ. Чаплă ентешĕмĕр Валерий Яковлев пирки те çакнах каламалла. СССР халăх артисчĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне вăтăр çул ытла ертсе пырать. Пултарулăх çăл-куçĕ тăван ялтан пуçланать. Валерий Николаевичăн ăсталăхĕ те Виçпỹрт Шăмăршăра янă тарăн тымартан вăй илсе тăрать: мĕншĕн тесен, ун кăвапи яланлăхах тăван енпе тачă çыхăннă. 1939 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ ача пыра-киле çĕр-шывĕпех паллă çын пуласси пирки кам-тăр шутлама пултарнă-ши? Ун чухне - çук пулĕ. Пурнăç вара хăйĕн саккунĕсене çырать. Ку - хăйне майлă драма е трагеди. Çăмăл пулнă теме çук пулас пысăк ăста ачалăхĕ. Çавах та çамрăк чун йывăрлăхсене парăнман, шкулта вĕреннĕ çулсенчех унра хăйне евĕр пултарулăх паллисем палăрма тытăннă, ăна сцена туртнă. 1956 çулта вара ял каччине шăпа Мускава илсе çитернĕ, В.Яковлев ГИТИСра вĕренме тытăннă. Пултаруллă педагогсем вĕрентнĕ ăна. Пулас артист вĕсем мĕн панине пĕтĕмпех ăша хывнă. Çавна май пултарулăхăн малтанхи тапхăрĕ те ỹссех пыма хавхалантарнă. Пĕр сăмахпа, шанăçа çухатман ентешĕмĕр, пултарулăх çулĕ çине тухма çине тăрса ăнтăлнă. Мĕн ĕмĕтленни вара пурнăçа кĕнĕ. Валерий Яковлевăн театр сцени çинчи пĕрремĕш ролĕ - "Ялта" драмăри Ванюк. Тỹрех - малтанхи ăнăçу. Ахăртнех, тĕп сăнара тарăннăн сăнлама ăна хăй ялта ỹссе çитĕнни те пулăшнă пулĕ. Унтан вара - ытти рольсем: артист куракансем умне "Ромеопа Джульеттăри" Меркуцио, "Кай, кай Иванари" Иван, "Юнлă туйри" Леонардо, "Тутимĕрти" Асамат пулса тухнă. "Хумсем çырана çапаççĕ" драмăри III Александр сăнарĕ те хăйне евĕрлĕ. Нумай-нумай рольсем тăрăх В.Яковлевăн пултарулăхпа ăсталăх шайĕ ỹссе пынине, унăн артист карьерин ăнăçлăхне виçсе хаклама пулать. Театр - хăй пурнăç теççĕ-ха та... Анчах ăна тивĕçтерсех кайман пек туйăнать. Артист кăна пулни сахалрах уншăн. Çул каллех Мускава выртать. В.Яковлев хăй малтан вĕреннĕ аслă шкултах режиссер факультетĕнче ăсталăха малалла туптама пуçлать. Чăваш патшалăх академи драма театрне ертсе пыма тытăнсан Валерий Николаевич кунти малтанхи ырă традицисене пăрахăçлас темен, çавах та, пыра-киле, хăйĕн "йĕрне" хывма пуçланă. Халĕ вара куракансем театра чăннипех "Яковлев театрĕ" теççĕ. Паллах, ахальтен мар. Мĕншĕн тесен театрăн илемлĕх ертỹçин витĕмĕпе тỹпи вышкайсăр пысăк. Ентешĕмĕр халĕччен театр сцени çине вуншар та вуншар тĕрлĕ жанрлă спектакль кăларнă. "Юнлă туй", "Лăпкă Дон", "Хура çăкăр", "Айтар", "Çĕрпе хĕр", "Çатан карта çинчи хура хăмла çырли", "Хурлăхлă хурама сасси".... - кунта çакна палăртса хăварни те вырăнлă пулĕ: В.Яковлев - хальхи вăхăтри наци темипе ĕçлекен режиссер. Çакă унăн ĕçĕсенче те лайăх сисĕнет, палăрать. Ĕмĕт-тĕллевĕсем тата пысăк-ха чаплă ентешĕмĕрĕн. Чăваш драматургине илес пулсан, вăл лартман классика юлман та темелле. Унăн ĕмĕчĕ - ытти халăхсен драматургĕсен пьесисене халăх умне кăларасси. Тапса тăракан вăй-халлă ăсташăн, пирĕн шутпа, чăрмавсем пулмĕç - вăл суйласа илнĕ, палăртнă çултан пăрăнма хăнăхман. Çитмĕл пиллĕкре те унăн ăсталăх шайĕ иксĕлми.
УЛА ТИМĔР.